02 ноября 2011 г.
Виçĕм кун Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территорири органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина республика территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарнă чухне тухса тăракан йывăрлăхсем çинче чарăнса тăнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сутăн илнĕ чухне çав çĕр участокĕсен харпăрлăхçисемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем саккуна тăтăш пăснине тупса палăртнă, ку тытăмра коррупци вăй илнĕ.
"Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен республикăра пурăнакансемшĕн тăрăшмалла, вĕсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлемелле", пĕтĕмлетнĕ Президент.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сутни-туяннипе пĕрлех Михаил Васильевич вĕсемпе мĕнле тата мĕн тĕллевпе усă курнипе кăсăкланнă. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев çак майпа сутнă 1000 ытла гектартан çуррине яхăн усăсăр выртнине пĕлтернĕ.
Шупашкар шыв управĕн айĕнче юлакан çĕрсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров каласа кăтартнă.
Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова искусство сферинче грант пулăшăвĕ парасси пирки каланă. Хальхи вăхăтра ку тытăмра Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕн çулталăкри икĕ конкурсĕ иртет. Министр грантăн хальхи калăпăшĕ 500 пин тенкĕ пулнине, малашне ăна 2 млн тенке çитерсен аван пулассине каланă. Президент ку сĕнĕве Минфина тишкерме, грант калăпăшне ÿстерме майсем шырама хушнă: "Культура – чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Эпир ăна яланах пулăшнă, малашне те çапла пулĕ".
"Чăваш Республикинче пурăнакан çынсен сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси çинчен (2010-2012)" республиăкн тĕллевлĕ программи мĕнле пурнăçланни çинчен ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина пĕлтернĕ. Вăл республикăри сывлăх центрĕсен ĕçне пысăк хак панă. Çирĕп сывлăх мероприятийĕсене ирттерни физкультурăпа кăсăкланакан çынсен шутне 1,8 проц. ÿстернине çак кăтарту 27,3 проц. танлашнине çирĕплетнĕ. Пĕлтĕрпе кăçал пирус туртакансен шучĕ – 2,9 проц, эрех-сăра чирĕпе (алкоголизм) аптракансем 6,3 проц. чакнă.
"Чăваш Ен Правительствинче никам та пирус туртмасть, – тенĕ Президент. – Муниципалитетсен пуçлăхĕсен, шкулсен директорĕсен, сывлăх сиплевĕн учрежденийĕсен ертÿçисен те ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартмалла, спортпа ытларах кăсăкланмалла".
С.ПЕТРОВ.