АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чĕрĕ контрабанда" мĕн кÿрет.

28 октября 2011 г.

Раççейре юлашки çулсенче экзотика чĕр чунĕсене туянас кăмăллисен шучĕ ÿссех пырать. Саккунсăр çак услам çаврăнăшĕ хăйĕнчен наркотиксен тата хĕç-пăшал вăрттăн сутаслăхне кăна ирттерет. Сăмах май, пирĕн çĕршыва кунашкал тавар ытларах чухне Африкăран тата Кăнтăр Америкăран, Азирен çитет.

Анчах та Раççее çитернĕ чĕр чунсен ытларах пайĕ çухалас хăрушлăх пур тискер фаунăна тата флорăна халăхсен хушшинче сутасси çинчен калакан конвенци (СИТЕС) хÿттине лекеççĕ.

Çавăнпа та вĕсене контрабанда мелĕпе илсе килеççĕ. Чĕрĕ çак тавар çăмăл е ытти транспортра выртнине сиссе те юлаймăн-тăр. Ара вĕсене эмелпе çывăрттарса яраççĕ.

Ветеринарсен куçĕ тĕлне те пулман кайăксем чирлĕ марри пирки никам та çирĕплетеймĕ. Ытларах чухне çут çанталăкра ирĕкре çÿрекенсене тытса килеççĕ е питомникран илсе тухаççĕ. Çут çанталăкри вара инфекциллĕ кайăк пулманни чăнах та иккĕленÿллĕ. Иртнĕ çулсенчи кăтартусем те çакнах çирĕплетеççĕ: пропуск пункчĕсенче тĕрĕсленĕ кайăксен 80 проценчĕ орнитозпа чирлĕ пулнă.

Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн чикĕри ветеринари контролĕн пайĕн пуçлăхĕ Надежда Емельянова каланă тăрăх, çак мура тупса палăртнă пирки асăннă ведомствăн Мускав хулинчи, Мускав тата Тула облаçĕсенчи управленийĕсенчен пĕлтернĕ. Сăмахран, "Домодедово" аэропортĕнче Узбекистанран илсе килнĕ 4250 попугайран 200-шĕ вилме ĕлкĕрнĕ. Лаборатори тĕпчевĕсем вĕсем асăннă амакпа аптăранине çирĕплетнĕ.

Чир çыншăн та хăрушлăх кăларса тăратать. Темиçе çул каялла чикĕ заставин ĕçченĕсем сывă мар кайăкран орнитоз ертнĕ тĕслĕхе Оренбург облаçĕнче шута илнĕ. Унта 15 çынна больницăна ăсатма тивнĕ.

Курган облаçĕнчи ачасене те шар кăтартнă ку мур. Ырă мар тĕслĕх пирки юнашар регионтан та систереççĕ. Чулхула облаçĕнчи "Лимпопо" зоопаркра сутас умĕн ирттернĕ тĕпчев вăхăтĕнче фазан орнитозпа чирлени çиеле тухнă.

Çак амак кайăксен 150 тĕсне (çав шутра чăхха та, хура та, кăвакала та, кăвакарчăна тата ыттине те) парăнтарма пултарать. Попугай йăхне кĕрекеннисем уйрăмах сисĕмлĕ. Çамрăккисен чирпе кĕрешме вăй çитеймест.

Чирлесе ирттернĕ кайăкра чир микробĕ тăрса юлнине кура çыншăн хăрушлăх пур. Çавăнпа та кайăка сиплеме тăрăшмалла, çын сывлăхне упрассишĕн тимлемелле.

Чир çынна хăвăрт ерме пултарать: сывă мар кайăк-кĕшĕк çăмартинчен те, сунасласан сывлăшра тăрса юлнă пайсенчен те, мамăкĕнчен те, сурчăкĕнчен те тата ыт. те.

Сывлав çулĕсен лăймакинчен урлă организма лексе тĕрлĕ органа сиенлет. Малтанах температура хăпарса каять. Пуç тата тĕртĕмсем ыратма пуçлаççĕ. 18-20 кун таран сив чир аптăратма пултарать. Чир шала кайсан миокардит, тромбофлебит аталанас хăрушлăх пур. Хĕрарăмсен малтанхи тапхăрта хырăм ÿкме те пултарать.

Профилактика тĕлĕшĕпе гигиенăна тата санитари режимне пăхăнмалла, кăвакарчăнсемпе "хутшăнасран" сыхланмалла, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсенче ветеринарипе санитари мероприятийĕсем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлекенсене чирлес хăрушлăх пурри пирки ăнлантарса памаллах. Карантин мерисем пирки те ан манăр.

Орнитозпа чирлесрен витĕмлĕ вакцинаци çук, чирлĕ çынсене май пур таран маларах больницăна çитермелле. Сăмах май, мур пĕр çынран теприне ермест.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика