28 октября 2011 г.
Л.Атласкина Комсомольски тата Канаш районĕнче пит лайăх пĕлеççĕ. Каçал тăрăхĕнчи Шăхран ялĕнче çуралнă вăл. Вăтам пĕлÿ илсен салтака кайма ят тухнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Педагогика ĕçне Комсомольски районĕнчи тутар шкулĕнче Урмаелĕнче пуçланă. Çулталăкран тăван Шăхранти сакăр çул вĕренмелли шкула куçнă.
Леонид Алексеевич çемьеллĕ пулса тăрсан пирĕн районти Чакаç ялĕнче тĕпленнĕ. Вăтăр пилĕк çул ытла ачасене ÿт-пĕвне спортпа пиçĕхтерме пулăшать. Унăн воспитанникĕнчен нумайăшĕ кире пуканĕ йăтассипе пысăк çитĕнÿсем тунă. Ывăлĕ, Андрей, çĕршыври тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Воспитанникĕ А.Чернов тĕнче чемпионачĕн призерĕ пулса тăнă. Д.Васильевăн та дипломсемпе парнесем сахал мар. Юлашки çулсенче Чакаç шкулĕнче армспорт вăйлă аталанчĕ. Паллах, кунта Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Л.Атласкинăн тÿпи питĕ калама çук пысăк. Уйрăмах вăл К. Тихоновăпа мухтанать, маттур хĕрĕн тĕнче шайлă ăмăртусенчи çĕнтерĕвĕсемпе çав тери хĕпĕртет. Халĕ ăна Леонид Алексеевич Казахстанра армспорт енĕпе иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрлет.
Леонид Алексеевич Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерне В.Тимофеева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне В.Григорьева, çăмăл атлетикăн тренер-преподавательне П.Архипова, Сургутра ĕçлесе пурăнакан Александрпа Наталия Петровсене ăшă сăмахсемпе аса илет. Çапла тума унăн сăлтавĕ пур, мĕншĕн тесен вĕсене вăл спортăн аслă çулĕ çине кăларнă-çке-ха. Унăн воспитанникĕсенчен физрукра ĕçлекенсем те сахал мар.
Л.Атласкинăн ывăлĕ, Алексей, ашшĕ çулĕпе кайнă. Вăл – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи физвоспитани кафедрин доценчĕ. Студентсене кире пуканĕн, армспортăн вăрттăнлăхĕсене пĕлме пулăшать.
Юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенчен пĕринче Леонид Атласкина ачасене физкультура воспитанийĕ парассинчи çитĕнÿсемшĕн тата çак енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Çак ятпа ăна ĕçтешĕсем, çывăх тăванĕсем, воспитанникĕсем саламларĕç, вĕсен çумне эпир те, хаçат тăвакансем, хушăнатпăр.
В.АЧЧА.