28 октября 2011 г.
Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн арçынни Çĕрпÿ-Ульяновск автоçулăн Канаш çывăхĕнчи "Лидер" станцире "ВАЗ-2109" автомобиль бакне бензинпа тултарнă. Хулари "Кристалл" магазина çитсен кĕсйинчи 6 пин тенкĕ укçа çухалнине асăрханă. Пĕтĕмпех хыпашласа тухнă – усси пур пĕр пулман. Çухату çинчен полицие шăнкăравласа пĕлтернĕ.
Ямашри 20 урлă каçнă каччă юлташĕсемпе эрех ĕçсе кăмăлне çĕкленĕ. Мĕн пуррине пушатсан килне кĕрсе тулли пулштух илсе тухнă. Ăна уçса аллинчи черккене тултарнă, ăна самантрах çавăрса хунă. Вăл эрех мар, уксус ĕçнине тÿрех туйса илнĕ, сурса кăларма тăрăшнă. Анчах кăлăхах, унăн пурнăçне çăлса хăварас тесе васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнме тивнĕ.
Çав кун Уçырмара пурăнакан 76 çулти арçынна пĕр вăхăт питĕ кичем пулса кайнă. Кăмăлĕ пăсăлнă. Пуçне айванла шухăш пырса кĕнĕ. Вăл пурнăçран уйрăлас шутпа çĕçĕпе сулахай хулĕн кăкне хытах кастарса янă. "Космонавт" лагерь çывăхĕнчи вăрманта вун саккăрти яшăн ÿтне тупнă. Вăл пурнăçран çакăнса уйрăлнă. Мĕн çитмен-ши пурнăçра;
Кăнтăрла иртсен ГИБДДăн Шăхасан ялĕ çумĕнчи административлă çурчĕ умĕнче транзит номерлĕ "ВАЗ-21093" автомобиле чарăнма паллă панă. Лешĕ хушнине пурнăçлама шутламан та, малалла вирхĕннĕ. Ăна Асхва ялĕ çумĕнче хăваласа çитсе чарма май килнĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ. Багажникра документсемсĕр "Эленберг" автомагнитола выртнă. Факта тĕрĕслеççĕ. Аслă Мами çывăхĕнче Ульяновск облаçĕн çынни тытса пыракан машинăна чарнă. Багажникра хура металл пулнă. Кунта та тивĕçлĕ документсем çук. Административлă протокол çырнă.
Уйкасра çирĕм çул пурăнакан йĕкĕт амăшĕпе хирĕлсе кайнă. Çиллине ниçта шăнăçтарайманнипе вилка ярса илнĕ те вĕçĕпе хĕрарăмăн чĕри тĕлне тĕллесе вĕлерессипе хăратнă. Вăт ывăл те ăна!
Кушăк ялĕнчи 44 çулти арçын 28 çулти хĕрарăмăн картишне йăпшăнса кĕнĕ. Унта ларакан клеткăри кролика хĕвне персе чикнĕ те кĕнĕ çулпа каялла тухнă. Чĕр чуна 600 тенкĕпе хакланă. Уголовлă ĕç пуçлаççех пуль ĕнтĕ.
Чăрăшкассинчи 42 çулти арçын кăнтăр кунĕнчех чÿрече рамине илсе çитмĕлти кинемейĕн верандине кĕнĕ. Анчах та усал ĕçне тума кил хуçи кансĕрленĕ. Пушăллах тухма тивнĕ унăн. Ĕçе следовательсем патне яраççĕ.
Хула çывăхĕнчи ялсенчен пĕринче çирĕм çулсенчи икĕ çамрăк вăтам çулсенчи хĕрарăма пусмăрланă. Следстви пырать.
Шăхасанта пурăнакан 45 çулти хĕрарăм кăмăлне çĕклекен арçын патне кайнă. Тем сăлтава пула вĕсем хирĕçсе кайнă. Хĕрарăм арçыннăн кăкăр шăммине амантнă, куçне кăвакартнă. Васкавлă медпулăшу машинине чĕнме тивнĕ.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.