26 октября 2011 г.
Иртнĕ эрне кун Сиккассинчи "Березка" ача сачĕ яланхи пек ачасен хаваслă сассипе кăна мар, çитĕннисеннипе те тулчĕ. Кунта вĕсем шкул çулне çитменнисен учрежденине уçнăранпа 30 çул тултарнине паллă тума пуçтарăннă. Пурте илемлĕ тумланнă, ачисем вара ешĕл улăхри тĕрлĕ тĕслĕ чечексене аса илтереççĕ.
Ача садĕнче 4 ушкăн. Воспитанникĕсем – сакăр вуннăн. Вĕсемпе 5 воспитатель тата вĕсен 4 пулăшуçи ĕçлет. Юрă-кĕвĕ илемне туйма музыка ертÿçи Н.Филиппова вĕрентет, сывă та çирĕп пулччăр тесе Л.Иванова медсестра тăрăшать. Коллектива Чăваш педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ Т. Александрова 2008 çултанпа ертсе пырать.
Татьяна Ивановна хăнасене, воспитанниксен ашшĕ-амăшне чăвашсен ырă йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Савăнăçлă мероприятие А.Мурзуков уçрĕ. Унăн ăшă сăмахĕсем хыççăн пухăннисем умне чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсен ушкăнĕ тухса тăчĕ. С.Шпаков баянне тăсса ярсанах хитре кăна чăваш юрри янăраса кайрĕ. Юрлаканĕсем – ача сачĕн коллективĕ тата культура çурчĕн ĕçченĕсем. Вĕсене Сиккасси тăрăхĕн чи пĕчĕк артисчĕсем улăштарчĕç. Воспитательсемпе вĕсене пулăшакансем хавхалантарса пынипе юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç.
Кирек мĕнле уява та юрă-кĕвĕсĕр пуçне парнесемпе наградăсем илем кÿреççĕ. Кунта та çак ырă йăла хуçаланчĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова çамрăк ăрăва вĕрентес тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре нумай çул тăрăшнăшăн тата садика уçнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа З. Кузьминана, Г.Сурановăна, Л.Миттовăна, Е.Изенгеевăна, Г.Ивановăна, М.Повернаяна, Л.Ивановăна, С.Петровăна тата А.Герасимовăна район администрацийĕн тата вĕренÿ управленийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Унсăр пуçне Светлана Силовна садика компьютер хатĕрĕсем пачĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Поверный, Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге салам сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетрĕç. Садикăн пĕрремĕш заведующийĕ А.Павлов садика тунă çулсене, унăн ĕçне йĕркелесе янă вăхăта аса илчĕ. Н.Чебукован та каламалли нумай пулчĕ. Надежда Андреевна çак учрежденире 24 çул вăй хунă, 14 çулне – ертÿçĕре. Садикăн малтанхи çулĕсенче çÿренисем, ачасен ашшĕ-амăшĕ, хăнасем, вырăнти вăтам шкулăн вĕрентекенĕсем уява ăшă саламсемпе, тав сăмахĕсемпе, ырă аса илÿсемпе пуянлатрĕç.
В.АЧЧА.