26 октября 2011 г.
Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен пайĕнче граждансене çар службине илессипе, çара кайма ят тухнă çамрăксене призыв комиссине чĕнтернĕ чухне тĕрлĕ структурăри вăйсемпе хутшăнса ĕçлессипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, ял тăрăхĕсен ертÿçисем, Канаш хулипе районăн прокуратурин, ЧР Шалти ĕçсен министерствин, РФ миграци службин Канаш хулипе ĕçлекен уйрăмĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Канашлăва çар комиссариачĕн пайĕн пуçлăхĕ Юрий Барышов (ÿкерчĕкре) уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Юрий Витальевич палăртнă тăрăх, кĕрхи призыв планĕпе кăçал çар службине 155 çынна ăсатмалла, çав шутран Канаш хулипе – 70, Канаш районĕпе – 65, Тăвай районĕпе 20 яша. Паянхи кун тĕлне Канаш хулинчен 37 çынна, Канаш районĕнчен – 30, Тăвай районĕнчен 11 çамрăка çара илнĕ.
Призыв вăхăтĕнче йĕркелесе ирттермелли ĕçсен хăйсен йывăрлăхĕ. Акă, сăмахран, Канаш хулинче 211 çын çара каяссинчен пăрăнса юлмалли майсем шыраççĕ. Канаш районĕнче кун пек 99 çынна шута илнĕ, Тăвай тăрăхĕнче 26 çын çара каясшăн мар. Çамрăксем çара каяссинчен пăрăнасси 1993-1994 çулсенче вăй илнĕ. Ун чухне çĕршывăн социаллă пурнăçĕнче, экономика аталанăвĕнче, политика сферинче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Чылай çамрăк преступлени туса саккун умĕнче явап тытрĕ. Хальхи вăхăтра çара каяссинчен пăрăнакансенчен пĕр пайĕ судпа айăпланнă.
Ю.Барышов каланă тăрăх, хула ачисем призыв комиссине килесси, ял ачисемпе танлаштарсан, палăрмаллах лайăхланнă. Октябрĕн 17-мĕшĕнче комиссие 55 призывник килнĕ. Çеçпĕл, Вăтапуç, Вăтакас Кипеч, Асхва, ял тăрăхĕсенче çар учечĕн ĕçне лайăх йĕркеленĕ. Ачча, Шăхасан, Ăвăспÿрт Кипеч, Чакаç, Сухайкасси, ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕнче ку енĕпе çитменлĕхсем пур.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çар учечĕн ĕçне лайăхлатмаллине, вĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетмеллине палăртса каларĕ.
Канаш хулипе район прокурорĕн пулăшуçи Александра Николаева çара каяссинчен пăрăнса çÿрекенсем тĕлĕшпе прокуратура мĕнле мерăсем йышăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Граждансене çар службине илес ыйтупа призыв ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçламан яваплă çынсене 500-1000 тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
П.ЕФИМОВ.