АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтаса илме те манмастăп

21 октября 2011 г.

"Предприятисемпе организацисенче теветкеллĕ утăм тума, хăйсен ыттисенчен уйрăлса тăракан меслечĕсене сĕнме хатĕр çамрăк профессионалсем мĕн чухлĕ ытларах ĕçлеççĕ, вĕсем вăй хуракан çул-йĕр çавăн чухлĕ ăнăçлăрах та тухăçлăрах пулать. Çакна пурнăçăн кирек хăш сфери – техника, экономика, социаллă пурнăç тата бюджет – пиркиех калама пулать. Çамрăксене ытларах шанмалла тата вĕсене ĕненмелле тесе шутлатăп!" – палăртнăччĕ Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев 2011 çул валли ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Çамрăк специалистсем кашни отрасльтех йышлăн ĕçлеççĕ. Хаçатăн паянхи кăларăмĕнче вулакансене Сиккассинчи ветеринари участокĕн заведующийĕпе Елена Александровна Сергеевăпа паллаштарасшăн. Çамрăк ветеринар çинчен унăн пуçлăхĕ, районти тĕп ветврач, Анатолий Иванович Степанов каласа кăтартма кăмăл турĕ.

– Елена Сергеева ра-йонти ветеринари службине 2004 çулта килчĕ, эпир ăна Сиккассинчи ветеринари участокне ертсе пыма шантăмăр. Çамрăк специалист çав çулхине Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе выльăх тухтăрĕ пулнине çирĕплетекен диплома алла илнĕччĕ. Елена пирки вăл студент пулнă чухнех илтнĕ эпĕ. Манăн хĕрпе Вероникăпа пĕрле аслă пĕлÿ илнĕ вĕсем. Хĕрĕм Алена (хăйсем хушшинче ăна вĕсем çапла чĕнеççĕ) сăпайлă тата тăрăшуллă пике пулнине час-часах асăнатчĕ. Вероника халĕ Чăваш Енри ветеринари лабораторийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса тимлет.

– Сиккассинчи ветучасток миçе ялти выльăх-чĕрлĕх сывлăхне тĕрĕс-лесе тăрать-ха;

– Сиккассинчи ветеринари участокĕ çичĕ яла (Яманкасси, Сиккасси, Çĕнĕ Шелттем, Кивĕ Шелттем, Маяк, Воронцовка тата Кашкăрçырми) ветеринари пулăшăвĕсемпе тивĕçтерсе тăрать. Сиккассинчи выльăх тухтăрĕсем çавăн пекех "Урюм" ял хуçалăх кооперативĕн выльăх-чĕрлĕхне те чир-чĕртен тĕрĕслесе тăраççĕ, сиплеççĕ. Çÿлерех асăннă ялсенче пĕтĕмпе 1113 уйрăм хушма хуçалăх, кил хуçисем 1047 мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 626-шĕ сăвакан ĕнесем, 428 пуç сысна, 1112 пуç сурăх, 80 пуç лаша, 6420 пуç тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕк тата хур-кăвакал усраççĕ. Вырăнти çамрăк специалистсем профилактика мероприятийĕсене вăхăтра туса пынине пула Сиккасси тăрăхĕнче бруцеллезпа, лейкозпа, туберкулезпа, лептоспирозпа, сыснасен чумипе, çĕпĕр язвипе тата ытти инфекци чирĕпе эпизооти лару-тăрăвĕ лăпкă. Елена Сергеева ертсе пыракан ветучасток палăртнă ĕç планне вăхăтра пурнăçласа пырассипе ĕçтешĕсен хушшинче яланах малти вырăнсене йышăнать.

– Е.Сергееван çемйи пирки мĕн калама пултаратăр;

– Елена Александровна мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтерет. Вĕсен çемйи Сиккасси ялĕнче тĕпленнĕ. Нумаях пулмасть Сергеевсем икĕ хутлă капмар çурт хăпартса лартрĕç. "Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" ятарлă программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр тума 350 пин тенкĕлĕх субсиди илме тивĕçлĕ пулчĕç, тĕллевлĕ укçапа тухăçлă усă курчĕç. Елена пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пынăшăн кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине илме тивĕçрĕ. Президент стипендиачĕсем пирĕн ĕç коллективĕнче те пурришĕн эпир питĕ мăнаçланатпăр.

– Çамрăк специалист ĕç вырăнĕнче ăсталăхĕпе палăрса тăнине пĕл-тĕмĕр, тата мĕнле ырă енĕсене палăртса хăварма пултаратăр;

– Елена обществăлла ĕçре те хастар, спорт мероприятийĕсене хаваспах хутшăнать. Йывăрлăхсем умĕнче пуçне усса лармасть вăл, яланах вĕсене çĕнтерме тăрăшать. Çак çулсем хушшинче ял халăхĕн хисепне тивĕçнĕ вăл. Хам та, ертÿçĕ пулнă май, çамрăк специалиста мухтаса илме манмастăп. Малашне те çакăн пек вăй-хăватпа ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр Еленăна.

А.МЯСНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика