21 октября 2011 г.
Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Катек ялĕнче пурăнакан Т.Никифорова ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ. Çак хисепе вăл чăннипех тивĕçлĕ. Татья-на Федоровна Волгоград облаçĕнчи Добринск ра-йонĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă пуçланнă çул медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Раштав уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Çар госпиталĕнче анестезиолог ĕçне туса пынă. Çывăрмасăр икĕ талăк операци сĕтелĕ умĕнче тăни те пулнă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă. 1945 çулхи ака уйăхĕнче пулас мăшăрĕпе И.Никифоровпа паллашнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн Катеке килнĕ. Татьяна Федоровна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче акушеркăра тăрăшнă. Вăл çĕнĕ ăрăва çут тĕнчене килме пулăшнă.
Иван Никифоровичпа Татьяна Федоровна тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ, Нина Ивановнăпа Николай Иванович, амăшне çуралнă кун ячĕпе саламлама килнĕ. Вĕсем хăйсене чун панă хаклă çынна пуç тайса чун-чĕререн тав турĕç. Ашшĕне те ăшă сăмахсемпе аса илчĕç.
Татьяна Федоровнăна 90 çул тултарнă ятпа саламласа Катекри фольклор пултарулăхĕн çуртĕнче савăнăçлă каç ирттерчĕç. Ялти хисеплĕ ватăна район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков, районăн тĕп врачĕ Р.Федорова, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пай пуçлăхĕ С.Васильева, "Акконд-çăкăр" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн директорĕ Н.Иванов, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăх туса пыракан М.Порфирьева, педагогика ветеранĕ П.Васильева, юбилярпа пĕрле ĕçленĕ З.Егорова, çывăх çыннисемпе тăванĕсем саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен юратăвне сунчĕç, парнесем парса хисеп турĕç. "Шевле" фольклор ушкăнĕ, Катек шкулĕн çамрăк артисчĕсем, ача сачĕн воспитанникĕсем юбиляр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, хитре ташăсем ташларĕç.
В.АЧЧА.