АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ саккунăн тĕллевĕ – паха пĕлÿ илме пулăшасси

21 октября 2011 г.

2011 çулта вĕрентÿ системине аталантарма патшалăх 20 млрд тенкĕ уйăрнă. Пирĕн çĕршывра вĕрентÿ отрасльне кун пек пысăк тимлĕх уйăрни, тĕпрен улăштарни вуншар çул пулманччĕ-ха. Инфратытăма çĕнĕлле йĕркелени, экономикăри механизмсемпе тухăçлă усă курни, талантлă педагогсене, вĕренекенсене пулăшса пыни – çакă пĕтĕмпех çĕршыв экономикине çирĕппĕн аталантарма пултаракан çĕнĕ ăру çыннисем çитĕнтерме кирлĕ майсем.

Пирĕн республикăри вĕрентÿ тытăмĕ экономикăн çĕнĕ условийĕсенче мĕнлерех аталанса пырĕ; Çак тата ытти ыйту тавра калаçăпăр Чăваш Енĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕпе Владимир ИВАНОВПА.

– Владимир Николаевич, çĕршыври вĕрентÿ тытăмĕнче Чăваш Ен яланах малти вырăнсене йышăннă. Пирĕн республика вĕрентĕве модернизацилессипе çыхăннă ыйтусене комплекслă майпа татса парассине чи малтан пуçларĕ, Пĕрлехи патшалăх экзаменне пурнăçа кĕртессипе, аслă классенче ачасене профиллĕ пĕлÿ парассипе, кĕçĕн классенче тĕн культурин никĕсне вĕрентессипе эпир пилотлă регион пулса тăтăмăр. Паян тата мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ;

– Паян вĕрентÿ системине малалла ăнăçлă аталантарма майсем çителĕклех. Чăваш Енре республикăри вĕрентÿ системине малалла модернизацилемелли мерăсене палăртса хунă. Вăл педагогсен ĕç укçине ÿстерессипе, çамрăк специалистсене шкулсене илсе килессипе, ачасене вĕрентме паха условисем туса парассипе, вĕренÿ заведенийĕсен пурлăхпа техника базине малалла аталантарассипе, çавăн пекех учительсемпе шкулсен ертÿçисен квалификацине ÿстерессипе çыхăннă. Акă, 2011 çулта çак ĕçсене пурнăçлама 408 млн тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 134 млн тенки – ĕç укçине ÿстерме. 2011 çул вĕçлениччен вăл вăтамран тата 30 процент ÿсĕ.

Çапла майпа Чăваш Ен историйĕнче пуçласа учительсен вăтам ĕç укçи экономика сферинче ĕçлекенсенчен пысăкрах пулĕ, 13900 тенкĕпе танлашĕ (экономикăра ĕçлекенсен 2011 çулхи I кварталти вăтам ĕç укçин 106 проц.). Республика ертÿçисем учительсенне кăна мар, педагогикăри ытти ĕçченсен – педагог психологсен, социаллă педагогсен, çавăн пекех ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсемпе педагогсен ĕç укçине ÿстерме майсем тупнине уйрăммăн палăртса хăварас килет.

Аса илтеретĕп, республикăра талантлă, пултаруллă педагогсене яланах пулăшаççĕ. "Вĕрентÿ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн 700 ытла вĕрентекен конкурс витĕр тухса Раççей тата Чăваш Ен Президен-чĕсен премийĕсен лауреачĕ пулса тăчĕ. Нумаях пулмасть вара Михаил Игнатьев "Учитель года Чувашии" республика конкурсĕнче çĕнтерекене – 150 пин тенкĕ, "Воспитатель года Чувашии" конкурс çĕнтерÿçине – 100 пин тенкĕ, "Самый классный классный" конкурсра мала тухнă педагога 50 пин тенкĕ преми парса чысламалли çинчен калакан Указа алă пусрĕ.

Шкулсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтересси ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çулталăк пуçланнăранпа шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелчĕ. Учитель кунĕнче республика Президенчĕ 34 шкул директорне çĕнĕ машина уççине пачĕ. 2011 çулта пĕтĕмпе 64 автобус туянмалла. Чăваш Ене пуçласа кĕçĕн классен учителĕсем валли 700 ытла автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ килĕ, унăн тытăмĕнче компьютер, проекторпа тата экран, сканер, копир, принтер пур. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, тăхăр çул вĕренмелли шкулсене – хальхи вăхăтри компьютер техникипе, библиотека фончĕсене çĕнĕ илемлĕ литературăпа пуянлатăпăр.

– Вĕрентÿ процесĕн условийĕсемпе кăтартă-вĕсене, пирĕн ачасем илекен пĕлĕве çакă мĕнле витĕм кÿрĕ;

– Ку енĕпе улшăнусем пулни куç кĕрет. Федераллă тата республика программисем, инноваци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пынă май юлашки çулсенче Чăваш Енри вĕрентÿ системине чылай укçа-тенкĕ хывма май килчĕ. Çакă шкулсен инфратытăмне çĕнетме пулăшрĕ. Паян ачасен 92,3 проценчĕ çĕнĕ условисенче вĕренсе тарăн та паха пĕлÿ илет. Çакна Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче пирĕн ачасем лайăх кăтартусем туни, Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтерни аван çирĕплетсе парать. Сăмах май, ытти çулсенчипе танлаштарсан пысăк шайри олимпиадăсенче çĕнтернисен тата малти вырăнсене йышăннисен шучĕ икĕ хут ÿсрĕ: 2010 çулта 16 ача çĕнтернĕ пулсан, 2011 çулта – 31 вĕренекен.

Аслă классене çÿрекенсен 90 ытла проценчĕ профиллĕ пĕлÿ илет е уйрăм предметсене тарăннăн вĕренет. Профиллĕ вĕренÿ ачасене малашлăхра професси суйласа илме, палăртнă тĕллев патне çирĕппĕн утма пулăшать. Шкулти апатланăва йĕркелесе çитерессипе, сусăр ачасене дистанциллĕ пĕлÿ парассине аталантарассипе малалла ĕçлетпĕр.

Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – кадрсен, ертÿçĕсен, пурлăхпа техника потенциалĕпе усă курса вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси.

Йывăрлăхсемпе çыхăннă уйрăм ĕç те пур, ку вăл – шкулчченхи вĕрентÿ. Хальхи вăхăтра республикăра 1-6 çула çитнĕ 80,4 пин ача пурăнать. Вĕсенчен 55 пинĕшĕ (68 проц.) шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрет.

– Пирĕн республикăра 1,5 çултан пуçласа 3 çула çитмен, садика çÿремен ачасемлĕ сахал тупăшлă çемьесене укçан пулăшу памалли пилотлă проект хута кайнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Пĕчĕккисене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтерес енĕпе республика ертÿçисем тата мĕнле мерăсем йышăнаççĕ;

– Президент хушнипе ку ыйтăва темиçе мелпе татса пама тăрăшатпăр.

Пĕрремĕшĕ – çĕнĕ ача сачĕсем тăвасси. 2011-2014 çулсенче республикăра 24 çĕнĕ çурт тата халĕ ĕçлекен ача сачĕсем çумне 4 çурт тĕксе тумалла. Çакă 4570 ача валли вырăн уçма май парĕ.

Иккĕмĕшĕ – урăх тĕллевпе усă куракан ача сачĕсен çурчĕсене каялла тавăрасси. Çакăн пек 20 çурта реконструкцилеме палăртнă. Ку тата 2890 вырăн йĕркелеме пулăшĕ.

Республика правительстви ачасене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕнĕ садиксем тума тата реконструкцилеме палăртнă укçа-тенкĕн калăпăшне ÿстерме нормативлă документсем йышăннă.

Юлашкинчен, виç-çĕмĕшĕ, – шкулсенче пĕчĕк ачасем валли хушма ушкăнсем уçасси. Ку ен ытларах ялсене пырса тивет. Пирĕн кун пек опыт пур: паян шкулсен 40 процентĕнче хушма ушкăнсем уçнă. Шкулти ушкăнсен паха енĕ те пур: ача пĕчĕклех хăй малашлăхра вĕренмелли класпа паллашать, учительсем вĕсене шкула кайма хатĕрлеççĕ.

Эпир çавăн пекех килти тата çемье ача сачĕсем уçма палăртатпăр. Паян Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Етĕрне районĕнче 11 çемье тата 2 килти ача сачĕсем ĕçлеççĕ. Шупашкар, Канаш хулисенче тата Шупашкар райо-нĕнче 1,5 çултан пуçласа 3 çула çитмен, садика çÿремен ачасемлĕ сахал тупăшлă 3756 çемье компенсаци илсе тăрать.

– Юлашки вăхăтра халăхра "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен" Саккун проектне анлă сÿтсе яврĕç. Çынсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Çавна май ыйту тухса тăрать: çак саккуна йышăннипе мĕн улшăнĕ;

– Чăн та, çĕнĕ саккун проекчĕ пысăк интерес çуратрĕ, анчах, шел те, пулас улшăнусене çынсем ăнлансах çитереймерĕç. Çакна пĕлсе тăмалла: вĕрентÿ системи пурне те тивĕçлĕ тата тÿлевсĕр пулать. Çĕнĕ саккун проектне йышăнни пирĕн ачасене пĕлÿ памалли çĕнĕ майсем уçса парать, вĕрентÿ учрежденийĕсен хăйсем тĕллĕн ĕçлемелли енсем ытларах пулаççĕ.

– Канаш районĕнчи вĕрентÿ системин ĕçне мĕнле куратăр;

– Паянхи кун районта 21 ача сачĕ тата шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ 16 хушма ушкăн ĕçлеççĕ, вĕсене 1324 ача çÿрет. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 33 шкулта 3935 ача вĕренет. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре 384 педагог вăй хурать.

Куллен 17 шкул автобусĕпе 66 ялтан 908 ачана çичĕ база шкулне турттараççĕ. Кăçал виçĕ шкулта автобус паркне çĕ-нетрĕмĕр. Пур шкул та лицензи илнĕ, аккредитаци тухнă.

2006 çултан пуçласа районти шкулсен инфратытăмне аталантарма "Вĕрентÿ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 32 млн тенкĕ килнĕ. Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тата Янкăлчри Н.Ф.Гаврилов Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулсем конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç (федераци бюджетĕнчен 1 млн тенкĕ уйăрса панă). Районти 6 вĕрентекен Раççей Президенчĕн укçан премине (100-шер пин тенкĕ грант илнĕ), 5 учитель Чăваш Республикин Президенчĕн укçан премине (50-шар пин тенкĕ) тивĕçрĕç. 2011 çулта 16 çамрăк (2 учительпе 14 вĕренекен) Чăваш Ен Президенчĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ.

Шкул ачисем тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Республика олимпиадисенче çĕнтерекенсен йышĕ юлашки виçĕ çулта палăрмаллах ÿсрĕ. Катек вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Николай Осипов хими предмечĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, финалта (Архангельск хулинче иртрĕ) малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ. Халĕ вăл М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн студенчĕ.

Канаш районĕнче вĕрентÿ системине модернизацилеме ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата район администрацийĕ хушшинче тунă килĕшÿпе 3709,8 пин тенкĕ уйăрнă. 1-мĕш класс учителĕсем валли автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ туянма – 658,5 пин тенкĕ, шкулсем валли спорт оборудованийĕсем туянма – 140 пин тенкĕ, шкул сĕтел-пуканĕ валли – 460 пин тенкĕ, кĕнекесем илме – 200 пин тенкĕ, энергоаудит ирттерме – 850 пин тенкĕ, чÿречесене улăштарма 1401,5 пин тенкĕ уйăрса панă.

– Калаçушăн пысăк тав, Владимир Николаевич.

И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика