АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсенче пулчĕç

21 октября 2011 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче, вăл юн кун иртрĕ, тĕп калаçу республикăра пурăнакансене социаллă пулăшу пама йышăннă хушма мерăсем, ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен пычĕ. Уйрăмах Чăваш Республикин Президенчĕ "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме ирĕк пур граждансен ушкăнĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç.

Района Шупашкартан килнĕ ушкăнра – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, экологипе çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курассин наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Ю.Карпенко, республикăн ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов, Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи судпа экспертиза лабораторийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов. Вĕсем район администрацине ертсе пыракансемпе, яваплă ĕçлевçисемпе ял тăрăхĕсенче пулчĕç, вырăнти халăхпа калаçрĕç, ял çыннине пăшăрхантаракан ыйтусене хуравларĕç.

Раштавăн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре икĕ сасăлав иртет. Республикăра пурăнакансен Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалла пулать. Тĕл пулусенче суйлава хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусем те айăккине юлмарĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика