19 октября 2011 г.
Хырăм пирки вăл ыратма пуçласан çеç аса илетпĕр. Гастроэнтеролог патне çитес мар тесен çак йĕркене кăна пăхăнмалла: кунне 4-5 хут апатланмалла, хими хатĕрĕсем хушман апат-çимĕçе, ăшаланă, тĕтĕмленĕ, çуллă апат çиесрен сыхланмалла.
Хырăм çирĕп йĕркене пăхăнма юратать. Çавăнпа апата тăтăшах пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Ун пек чухне хырăмлăхпа пыршăлăх ĕçĕ те çавнах пăхăнать. Ферментсем пĕр вăхăтра тухнипе апат ирĕлесси те лайăхланать.
Çав тери вĕри е сивĕ апат çини те сиенлĕ. Йĕпе пырăн черченкĕ лăймака сийĕ сиенленет, çавна май апат вăхăтра ирĕлмест. Паллах, кун пек чухне хырăмлăх ĕçĕ пăсăлать.
Тĕлĕнмелле пулин те, яшка хырăмшăн çав тери кирлĕ апатах мар. Ун вырăнне пахча çимĕç салачĕ е урăх çăмăл апат çини лайăхрах.
Табак туртакансен вара çакна шута илмелле: пирус мăкăрлантарни сывлăхшăн питĕ сиенлĕ. Ниепле те туртма пăрахаймасан выç варла та пулин туртмалла мар. Пĕрремĕш сигарета ирхи апат хыççăн хыпмалла. Çитменнине çакăн хыççăн кофе ĕçмелле мар. Кофеин никотин вăйне темиçе хут ÿстерет.
Тĕрĕс мар апатланнипе пĕрлех хырăмлăха эмел ĕçни те сиен кÿрет. Çавăнпа та кирлĕ-кирлĕ мар чухне эмел ĕçме васкамалла мар. Уйрăмах çакă ыратнине ирттерме пулăшакан таблеткăсене пырса тивет, мĕншĕн тесен вĕсенче шăпах хырăмлăхшăн япăх вещество нумай.
Г.РОДИОНОВ.