19 октября 2011 г.
Çын япаласен тĕнчинче кăна пурăнмасть вĕт. Унăн ăс-хакăлĕпе тавра курăмне аталантарма пулăшакан тĕп элементсенчен пĕри вăл – культура. Çÿллĕ шайри профессиллĕ искусство та, илемлĕ пултарулăх та, литература, музей, массăллă коммуникаци хатĕрĕсем, канăва йĕркелени – çаксем пурте культурăна уçса паракан ăнлавсем.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕпе Роза Лизаковăпа пирĕн республикăн культура сферинчи çитĕнĕвĕсем çинчен калаçатпăр.
– Роза Михайловна, ял культури çинчен паян уйрăммăн калаçма юрать-и е кун пек калани кăнттамрах пулать;
– Паянхи обществăна хулапа ял çыннисем çине пайлани тĕрĕс мар пулăм. Çавăн пекех хулапа ял культури çинчен те уйрăммăн калаçни вырăнсăр. Вăхăт хулапа ял хушшинчи уйрăмлăха пĕтерсе пырать. Паян тĕнче, Раççей культурине юратма нимĕнле чару та çук. Çавăнпа та республикăри культура программисене территори принципĕпе мар, отрасле тĕпе хурса хатĕрленĕ. Театрсен аталанăвĕ çинчен калас тăк, кунта эпир профессиллĕ театрсене те, ялсенче йĕркеленнĕ театр коллективĕсене те шута илетпĕр.
Хальхи вăхăтра культура отраслĕнчи тĕп енсенчен пĕри – ялти культурăпа кану учрежденийĕсене паянхи пурнăç ыйтнă пек юсаса çĕнетесси. Ку ĕçе эпир 2007 çулта республика Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пуçăнтăмăр. Çак енĕпе пурнăçланă хăш-пĕр ĕçе пĕтĕмлетер-ха. 2007-2010 çулсенче 46 клуб учрежденине модернизациленĕ. Çуртсене тĕпрен юсанă, клубсене хальхи вăхăтри оборудованипе тивĕçтернĕ. Пултарулăх коллективĕсем валли 600 единицăна яхăн сцена çине тухмалли костюм çĕлетнĕ. Модернизациленĕ кашни клубăн сценине "çĕнĕ тум тăхăнтартнă" – чи малтанах, сцена çинчи чаршавсене улăштарнă. Компьютер тата видеопроекци комплекчĕсем уйăрса панă. Кăçал тата икĕ муниципаллă культурăпа кану учрежденийĕ – Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнчи культурăпа социаллă центр тата Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи Çамрăксен çурчĕ çакăн пек комплектсемпе пуянланĕç.
Çак программăна пурнăçлама тăватă çулта 199 млн тенкĕ тăкакланă. 2011 çулта культурăпа кану учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме республика бюджетĕнчен 20 млн тенкĕ уйăрнă, çак укçа-тенкĕпе усă курса ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕрле тата 30 культурăпа кану çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме палăртатпăр.
– Нумай пулмасть çамрăк библиотекарьсен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртрĕ. Ăна ирттерме мĕншĕн-ха шăпах пирĕн республикăна суйласа илнĕ;
– Ăнсăртран мар паллах. Библиотека ĕçĕн аталанăвĕпе Чăваш Ен ытти регионсем хушшинче чăннипех малта пырать. Ял библиотекисене модернизацилемелли программа анлă, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле проект пулса тăчĕ. Тĕрĕссипе, Чăваш Енре Раççейри ытти регионсем хушшинче чи малтан çĕнĕ ăрури библиотекăсем (500 ытла) ĕçлеме пуçларĕç.
Çавна май библиотекарьсен ăс-тăнĕнче пысăк улшăну пулса иртрĕ, вĕсем кашни çĕнĕ, малта пыракан опыта хăвăрт асăрхаççĕ, ăна чунпа, тăнпа туйса илеççĕ. Ĕçтешсем пирĕн опытпа, хальхи вăхăтри библиотека мĕнле ĕçленипе паллашма килни питех те вырăнлă пулăм.
Чăваш Республикинчи ял библиотеки социаллă пурнăçпа культурăра тата информацири çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă пур тапхăр витĕр те тухрĕ: çуртсен сăн-сăпачĕ улшăнчĕ, вĕсем сĕнекен пулăшу тĕсĕ нумайланчĕ. Кунта паян хутпа çеç мар, çĕнĕ йышши информаци технологийĕсемпе ĕçлеççĕ, усă курмалли материалсем калама çук пуян: кĕнекесем, периодика кăларăмĕсем, аудио-, видеокассетăсем, компакт-дисксем, электронлă кĕнекесем, Интернет ресурсĕсем...
– Илемлĕ пултарулăх та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен прерогативи шутланать.
– Раççейри пур регион та çакăн чухлĕ пултарулăх ушкăнĕпе мухтанма пултараймасть. Культурăпа кану учрежденийĕсенче 6 пин ытла илемлĕ пултарулăх коллективĕпе тĕрлĕ интереспа ĕçлекен пĕрлешÿсене 83,5 пине яхăн çын çÿрет. 200 ытла пултарулăх ушкăнĕ "халăх" ятне тивĕçнĕ.
Чăвашсен йăли-йĕркине, культурине халăха çÿлтен хушса тăнипе юраттарма, хисеплеттерме май çук. Телее, Чăваш Енĕн кашни районĕнчех пуçаруллă, пултаруллă çынсем пур, çав шутра тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем хушшинче те. Вĕсем çĕнетÿ тапхăрĕн чи йывăр вăхăчĕсенче те ял культурине тимлĕхсĕр хăвармарĕç: пултарулăх коллективĕсене май çитнĕ таран пулăшса пычĕç. Етĕрне районĕнчи Аркадий Айдак пек паллă ертÿçĕсем чăваш культурине калама çук пысăк тÿпе хыврĕç. Пăхăр-ха, шăпах çав районсенче паян чи вăйлă пултарулăх коллективĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем Чăваш Ен чысне тĕрлĕ фестивальте, смотрта, конкурсра хÿтĕлеççĕ.
– Электронлă ресурссем тата Интернет питĕ пысăк хăвăртлăхпа пурнăçа кĕрсе пынăран ача-пăча искусство шкулĕсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ-и;
– Телее, çук. Ачасен искусство шкулĕсене (вĕсем Чăваш Енре 46) çÿрекенсен йышĕ çулран çул ÿссе пыни шкулсен кирлĕлĕхне çирĕплетет те. 2006 çултан пуçласа 2010 çулччен пĕтĕмĕшле кăтарту 12 процентпа танлашнă пулсан, Атăлçи федераци округĕнче – 10 процентпа. Паян республикăри кашни улттăмĕш ача пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çÿренисĕр пуçне искусство шкулне çÿрет, ÿкерÿ, музыка, ытти енĕпе ăсталăха пĕчĕклех алла илет. Ача-пăча искусство шкулĕсем пурте – муниципаллă учрежденисем, çавăнпа та вĕсен пуласлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсенчен килет.
Чылай хулапа районта искусство шкулĕсене вĕренÿ управленийĕсене панă. Анчах та шкула пĕр алăран теприне куçарни ачасене хушма пĕлÿ памалли системăна пахалăхпа шут-хисеп тĕлĕшĕн самаях хавшатма пултарать. Искусство шкулĕсен тĕп тĕллевĕ, ытти пултарулăх çурчĕсемпе танлаштарсан, талантлă ачасене тупса палăртса вĕсене профессиллĕ шайра ÿстересси.
Сăмах панипе усă курса, муниципалитетсен пуçлăхĕсене ачасен искусство шкулĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма тепĕр хут ыйтас килет.
– Сирĕн ведомство пичет ыйтăвĕсене те асăрхаса тăрать. Паянхи условисенче район хаçачĕсем хăйсене мĕнле туяççĕ-ха;
– Раççейри чылай регионпа танлаштарсан Чăваш Енре район хаçачĕсене упраса хăварнă. Çакна тума, чи малтанах, республика ертÿçисем экономика тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрура та район хаçачĕсене патшалăх пулăшăвĕ памалли çинчен йышăну кăларни нумай пулăшнă. Паян хамăрах куратпăр, шăпах район хаçачĕсем – вулакансемшĕн чи çывăх кăларăмсем, вĕсене халăх юратса çырăнать. Район хаçачĕсем вырăнти пурнăçа туллин те тĕрĕс çутатнисĕр пуçне районпа хулара пурăнакансемшĕн шанчăклă пулăшуçă тата канаш паракан пулса тăчĕç.
"Районкăсем" çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме хăраса тăмаççĕ, хаçат сăн-сăпатне, форматне, унăн содержанине улăштараççĕ. Сăмах май, кашни район хаçачĕн Интернетра хăйĕн сайчĕ пур. Ку ăнсăртран мар.
Пирĕн çавăн пекех "Чăваш Республикин Интернет-хыпарĕ", "Чăваш Ен архивĕсем", "Чăваш Енĕн культура провайдерĕ" проектсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Халĕ ку енĕпе пирĕн опыта ытти регионсем те илеççĕ. Сăмахран, çак кунсенче Пушкăртстанра культура порталĕн презентацийĕ пулать.
Информаци уçлăхĕнче тунă чи пысăк çитĕнÿ, паллах, наци телевиденийĕпе радиовĕ ĕçлеме пуçлани. Наци радиовĕ эфирта икĕ çул ытла калаçать, нумай пулмасть вара наци телевиденийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çĕнĕ телеканал передачисене хальлĕхе Шупашкар тата республикăри хăш-пĕр хуласенче кăна кабель сетĕнче курма пулать, цифрăллă телевещани хута кайсан (2013 çулта) передачăсене мĕнпур Чăваш Ен курма пултарать. Эпир цифрăллă телевидени çитессе кĕтсе ларма шутламастпăр: передачăсене Интернета вырнаçтаратпăр. Çапла майпа куракансем çывăх вăхăтрах ача-пăча, вĕренÿ, спорт программисене курĕç, çав шутра юратнă спектакльсене, театрсен çĕнĕ ĕçĕсене, видеофильмсене. Вĕсене вырăсла та, чăвашла та кăтартĕç.
– Çынсене культурăна ытларах явăçтарас тесен тата мĕн тума пулать;
– Культурăпа искусство учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи çĕнĕ ен – фондсене цифрăласси. "Чăваш Енĕн культура еткерлĕхĕ" çĕнĕ порталта 1500 ытла страница вырнаçтарнă. Уйăхсерен вĕсене 1000 яхăн çын вулать. Чăваш Енри архивсем Атăлçи федераци округĕнче малта пыракансем шутланаççĕ. Электронлă каталога кĕртнĕ музей япалисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 111,2 пин япала шутланать (тĕп фондăн 50 проценчĕ). Раççейре ку кăтарту 2009 çулта 32,1 проц., Атăлçи федераци округĕнче 9,6 проц. пулнă. Малашлăхра эпир нацин электронлă мультимедиллĕ коллекцине хатĕрлесшĕн.
Çакна палăртса калатăп: пирĕн тĕп тĕллев – çынсене театрсене çÿреме литературăпа искусство произведенийĕсемпе киленме, клубсемпе культура çурчĕсенче пуçтарăнма, пултарулăха аталантарма мĕнпур майсем туса парасси.
И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.