19 октября 2011 г.
"Милици тата ачасем" акципе килĕшÿллĕн Янкăлч тата Çĕнĕ Шуртан ялĕсенче рейд ирттернĕ. Рейд членĕсем – район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин яваплă секретарĕ Л.Терентьева, пеккунпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ В.Ковшова тата полицин Янкăлч тата Чакаç ял тăрăхĕсенчи уполномоченнăйĕ Э.Васильев. Вĕсене райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн заведующийĕ В.Ильин тата Янкăлч ял тăрăхĕн специалисчĕ Э.Русскова пулăшса пынă. Рейд тĕллевĕ – çул çитменнисене тĕрĕслесе тăманнинчен, вĕсем право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарасси, вĕсен прависене тата саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси, вĕсене воспитани парас, вĕрентес тата пăхса тăрас тесе тăрăшман ашшĕ-амăшне палăртасси.
Комисси ăнăçсăр çемьесене, учетра тăракан çул çитмен çамрăксен çемйисене çитсе курнă. Рейд вăхăтĕнче вĕсен пурнăç условийĕсене тĕрĕсленĕ, эрех-сăра, пирус тата наркотик сиенĕ, преступленин шуçлак сукмакĕнчен пăрăнса утмалли майсем çинчен калаçнă. Правасене пăснине çирĕплетекен актсем çырнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.