АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕх хуралĕнче

19 октября 2011 г.

Районта криминаллă лару-тăру яланах тĕрĕс-левре. Çав хушăрах вăл хăш-пĕр енĕпе йывăртарах. Мерăсем йышăннипе пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ преступлени тăвасси чакса пырать. Кăçалхи тăхăр уйăхра ку енĕпе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 19,4 процент сахалтарах. 10 пин çын пуçне 71,6 преступлени шутланать. Çулталăк пуçланнăранпа юпа уйăхĕччен тунă уйрăмах хăрушă преступленисем 10, йывăррисем – 35, вăтам йывăррисем – 92, çăмăлтараххисем – 146. Çын вĕлерни тата вĕлерме хăтланни 4 хутчен, вăрлани 4 хутчен, вăрă-хурахла тапăнни 1 хутчен, çын пурлăхне вăрлани 118 хутчен, автотранспортпа саккуна пăсса усă курни 4 хутчен, улталани 7 хутчен, пăшалпа хăратса преступлени туни 1 хутчен пулнă. Пĕле тăрах çын сывлăхне сиенлени 4 тĕслĕх, йывăр суранланине пула вилни – 2, хĕнени самаях чакнă.

Дознани органĕсенчен, следствипе судран тарса çÿрекен 24 преступникран 16-шне шыраса тупнă. Унччен тунă 17 преступленине уçса панă, темиçе çул каяллахисене – 4. Обществăлла вырăнсенче тунă 19 преступление регистрациленĕ. Тепĕр хут, ÿсĕрле тунă преступленисем проблемăсем кăларса тăратаççĕ. Ниçта та ĕçлемен граждансем 156 преступлени тунă. Çемьере харкашакан 107 çын шутра тăрать. Ĕçкĕпе кĕрешессине вăйлатнă.

Тăхăр уйăхра 51 автоинкек пулнă. Аваринче 8 çын пурнăçĕ татăлнă, 66-ăн аманнă. Çул-йĕр правилисене пăснă 6394 тĕслĕхе палăртнă.

А.ЛЕВЫЙ,

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ, полици подполковникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика