14 октября 2011 г.
Кăçалхи нарăс уйăхĕнче районти пĕр ялта пурăнакан Зиновьева (хушаматне улăштарнă) тытăмĕнче этем сывлăхĕшĕн хăрушă сивуш çăвĕ, альдегид, метанол нумай тăракан сăмакун сутнă. Темиçе кунтан каллех темиçе çынна укçалла панă. Хаяр шĕвеке вăл пушă эрех кĕленчисене тултарса сутнă.
Судра Зиновьева айăпне йышăнман. Сăмакуна вăл хăйне валли тата тăванĕсене хăналама юхтарнă тесе ĕнентерме пăхнă. Туянас текенсен кăмăлне вăл хĕрхеннипе тултарнă имĕш. Ăна çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн 7000 тенкĕ штраф панă.
Каялла чакарнă чухне
Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче çÿп-çап турттаракан "ГАЗ-53" автомобиль каялла панă чухне çул хĕрринче тăракан Баданов (хушаматне улăштарнă) çине кĕрсе кайнă. Лешĕ йывăр аманнă. Машина водительне суд айăплă тесе йышăннă, ăна ирĕкрен 1 çула хăтарнă, руль умне çулталăк çурă лармалла мар тесе приговор йышăннă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.