14 октября 2011 г.
Кăçалхи пуш уйăхĕнче Канашра пурăнакан Семенов тата унччен судпа айăпланнă Афанасьев (хушамачĕсене улăштарнă) эрех ĕçсе киккирикĕсене хĕртнĕ хыççăн мĕнле те пулин машина хăваласа кайма шут тытнă. Телефонпа шăнкăравласа такси чĕннĕ. Часах çурт умне Алексеев (хушаматне урăхлатнă) тытса пыракан автомобиль çитсе тăнă. Афанасьев водительпе юнашар вырнаçнă, Семенов хыçалти ларкăча йышăннă. Вĕсем Алексеева çывăхри яла леçме ыйтнă. Хула çумĕнчи авточарăнусенчен пĕринче Афанасьев таксиста чарăнма хушнă. Вăл машина чĕртмелли уççине туртса кăларнă, водителе куртка çаннинчен çатăрласа тытнă. Алексеев çухалса кайман. Хăвăрт кăна машина салонĕнчен сирпĕнсе тухнă та вăрман еннелле тапса сикнĕ. Афанасьев мотора чĕртнĕ, вырăнтан хускалнă. Темиçе сехетрен палăртнă çĕре çитсен икĕ тус салонран кĕсье телефонне, автомагнитолăна тата рацине çаклатса тухнă.
Кунпа та çырлахман ăçтиçуксем. Усал ĕçĕн йĕрĕсене пĕтерес тесе хайхискерсем ларкăчсене машина çăвĕпе сапса чĕртсе янă. Çапла майпа вĕсем машина хуçине Алексеева 170650 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Судра Афанасьев пĕтĕмпех хирĕçленĕ, Семенов вара хăйĕн айăпне веçех йышăннă. Афанасьева 6 çула тĕрмене хупма йышăну кăларнă, Семенова – 3 çула. Вĕсенчен сиен кÿнĕ тăкака, 170650 тенке, шыраса илмелле тунă.