АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартнă адреспа çитеймен

14 октября 2011 г.

Ĕçлесе юсанмалли колонире "кирпĕч шутлакан" Ермаковпа Ильин (хушамачĕсене улăштарнă) кĕсье телефонĕпе наркотик тупса пама икĕ çынран ыйтнă. Лешсем килĕшнине сăмахпа çирĕплетнĕ.

Килĕшсе татăлнисенчен пĕри, шыравра пулнă пирки вăл камне хальлĕхе пĕлме май килмен-ха, хăйĕн рольне "выляма" пуçланă. Вăрттăн майпа гашиш туяннă, ăна килне илсе кайса кĕсье телефонне заряд памалли хатĕре вырнаçтарнă. Темиçе кунтан çак хатĕре Петрова (хушаматне урăхлатнă) унта мĕн пуррине пĕлтермесĕрех тыттарнă. Лешĕ Ермаковпа Ильин хушнине пурнăçлас тĕллевпе Канашра автовокзал çывăхĕнче пачах урăх çынна панă. Вăл вара гашиш тултарнă зарядника тĕрлĕ çимĕç тултарнă посылкăна чиксе почтăран Андреев (хушамачĕ хăйĕн мар) ячĕпе ăсатнă.

Посылка кирлĕ çĕре çитеймен. Ăна почта уйрăмĕнчех тĕрĕсленĕ. Часах следстви пуçланнă. Сучĕ те пулнă. Ермаковпа Ильина ултшар çула ирĕк прависĕр хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика