АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура хисепĕ

14 октября 2011 г.

Л.Миронова ачаран музыкăна юратнă. Баян калама вĕреннĕ, юрлама ăста Любăна икĕ класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 3-мĕш интернат шкула (халĕ Лебедев ячĕллĕ лицей) янă. Кунта Чăваш Енĕн пултаруллă ачисем пĕлĕвне ÿстернĕ. Ултă çултан Канашри педагогика училищин музыка уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнă. 1985 çулта çамрăк специалист тăван шкула таврăннă, ачасене музыка вĕрентме пуçланă. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университетĕнче географа вĕреннĕ.

Çирĕм тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Любовь Михайловна Шуркасси вăтам шкулĕнче географи вĕрентет. Вăл – аслă категориллĕ специалист. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕпе, "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăпа наградăланă.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика