АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмасть Ю.Е.Краснова Вăтапуç тăрăхĕ

14 октября 2011 г.

Вăтапуç ял тăрăхĕн территоринче Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ю.Е. Краснова асăнса çуллахи биатлон ăмăртăвне ирттернĕ. Юрий Ефремовичăн ачисем Леонид Юрьевич, Алексей Юрьевич тата Татьяна Юрьевна, çывăх çыннисемпе тăванĕсем çак мероприятие йĕркелесе ирттерсе яма пулăшнă. Кунта çарти пек кухня вырнаçтарнă. Хăнасемпе спортсменсем валли чăваш шÿрпи, чашлама пĕçернĕ, чей вĕретнĕ. И.Гордеевпа Е.Иванов предпринимательсем суту-илÿ лавккисем лартнă. Ял тăрăхĕ спонсорсене пурне те – И.Васильевăн тата В.Семеновăн уйрăм предприятисене, "Канмаш" пĕрлĕх ертÿçине А.Лапшина, "Строитель" тулли мар яваплă пĕрлĕхе (ертÿçи В.Фарбер), Ю.Е.Красновăн ачисене, Вăтапуç çыннине А.Павлова çакăн пек спорт уявĕ туса панăшăн тав тунă.

Ăмăртăва хутшăнакансене, хăнасене тата ял çыннисене хăйне евĕрлĕ спорт уявĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, В.Фарбер, А.Лапшин, райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин, Ю.Е.Красновăн ывăлĕ Леонид, Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Трофимов саламланă, ăнăçу суннă.

Ăмăрту çăмăл атлетсен кросĕнчен тата пăшалтан перессинчен тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи – В.Алексеев, секретарĕ – П.Архипов. Старта чи малтан яшсем тухнă. Вĕсем 4 километрлă дистанцире тупăшнă. Чи хытă чупаканни тата тĕл перекенни Вăтапуçĕнчи О. Григорьев пулчĕ. Унăн ентешĕ И.Иванов финиша иккĕмĕш çитрĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Карăклăри Н.Никифоров. Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче Ю.Васильева, Л.Орынко (Вырăскас Пикших шкулĕ), Н.Григорьева, А.Григорьев, И.Петрова (Вăтапуç) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – К.Мясникова (Карăклă), Г.Иванова, Н.Григорьев, Е.Дмитриева (Вăтапуç), виççĕмĕшĕнче – Е.Павлова, А.Захарова. А.Кукушкин, Т.Петрова (Вăтапуç). Ветерансем хушшинче мала Ухманти С.Алексеевпа Карăклăри О.Безуглова тухнă. Призерсем – П.Ильин (Карăклă), И.Тимофеева, З.Степанова тата А.Павлов (виççĕшĕ те Вăтапуçĕнчен).

Кунĕ хитре те хĕвеллĕ пулнă. Биатлонистсен ăмăртăвне ирттерме колхоз сачĕ пулнă илемлĕ вырăна суйласа илнĕ. Ю.Е.Краснов пуçарăвĕпе лартнă чăрăшсем тÿпенелле кармашнă. Спорт уявĕ чăваш эстрадин çăлтăрĕсен концерчĕпе вĕçленнĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика