АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăрусен ырă йăлине малалла тăсаççĕ

12 октября 2011 г.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Росгосстрах" компани 90 çул тултарчĕ. Шăпах çак кун 1921 çулта Мускавра РСФСР Халăх Комиссариачĕсен Канашĕ Госстрах тăвасси çинчен хатĕрленĕ Декрет çине алă пуснă. Çакă пирĕн çĕршывра патшалăх пурлăхне страхлассин системине туса хурассин пуçламăшĕ пулса тăнă.

"Росгосстрах" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Канашри уйрăмĕн коллективне юбилей ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Л.Ефимова, Канаш хулипе район администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем М.Ильинпа Э.Александров, Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В.Прохоров килнĕ. Филиал уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Степанов кăçалхи тăхăр уйăхра тунă ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, малашнехи ĕçсене палăртрĕ. Николай Семенович коллектива 30 çул ытла ăнăçлă ертсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Канашри страховани ĕçченĕсем республикăра лайăххисен шутĕнче.

Кирек мĕнле коллектив та хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă çынсемпе илемлĕ. Тăрăшуллисене, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене чыс турĕç. Хула администрацийĕн Хисеп грамотипе страховани агентне В.Ельсуковăна тата страховани консультанчĕсене А.Калашниковăпа Е.Пухлейе наградăларĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине А.Гуркина, Г.Дмитриева, Н.Терентьева агентсем тата Л.Николаева консультант тивĕç пулчĕç. Çавăн пекех страховани ĕçченĕсен ушкăнне администрацин тата вырăнти профсоюз комитечĕн наградисемпе хавхалантарчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика