АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенĕн чунĕ пысăк

12 октября 2011 г.

Ялан, ялан ман асăмра

Шкулти пĕрремĕш кун.

Учитель сăнĕ ман умра,

Асрах сасси те ун.

Вăлах вĕрентнĕ вулама,

Таса, хитре çырма.

Пăхмасăр сăвă калама,

Тăван çĕре савма.

Учитель... Йывăр та пархатарлă ĕçÿпе этемлĕхе, пурнăçа аталантаратăн. Сансăр чаплă профессорсем, ăста тухтăрсем, паллă сăвăçсем, строительсем, космонавтсем... ÿсеймен пулĕччĕç. Ялти учитель вăл – ачасене ăс паракан, ял-йыш хушшинче ят-сумпа çÿрекен, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усракан, пахча çимĕç çитĕнтерекен çын.

Мĕн тери илемлĕ сăмахсем каларĕç вĕсен ячĕпе Вăтакас Кипеч шкулĕнче учительсен кунĕнче. Шкул уявне 9-мĕш класра вĕренекенсем (ертÿçи Г.Тимофеева) "Учительский вальс" вырăсла юрăпа уçрĕç. Мероприятие Кайри Ăнтавăшри библиотека заведующийĕ С.Димитриева тата клуб администраторĕ Л.Игнатьева ертсе пычĕç. Уява шкул ачисем, учительсем, пĕлÿ çуртĕнче нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем: Роза Николаевна Ерофеева, Ольга Васильевна Яковлева, Елизавета Анисимовна Кондратьева хутшăнчĕç. Хитре чечек çыххисене, ăшă сăмахсене тивĕçрĕç ватăсем. Тивĕçлĕ канура пулсан та чунĕпе шкултах пурăнаççĕ вĕсем. Çитĕнекен ăрăва вĕсем сăпайлăх, çирĕп сывлăх сунчĕç. Хисеплĕ ĕç ветеранĕсене 2-мĕш класра вĕренекен София Георгиева "Учительсем" юрăпа саламларĕ.

Вĕрентекен кашнине юратса ăс-тăн парать, ырри енне туртăнма, Тăван çĕршыва юратма, темĕн те пĕр ăсталама, ташлама, юрлама вĕрентет. Çавăнпах-тăр ĕнерхи шкул ачисем пурнăç çулĕ çине тухсан та лайăх енсемпе çеç палăрса тăраççĕ. Шкулта вĕрентекен Вячеслав Николаевичпа Эльвира Васильевна Анатольевсен çемйине нумаях пулмасть Саратов облаçĕнче службăра тăракан Александр ывăлĕн чаçĕнчен ырă хыпар килнĕ. Çакăнта ашшĕ-амăшĕн, пĕрремĕш учителĕн Роза Николаевнăн, класс ертÿçи пулнă Галина Филипповнăн тÿписем пысăк. Вĕсем кашни ачара пытаннă пултарулăх хĕлхемне тупма, чĕртме, аталантарма пултарнă. Тав çырăвне Вячеслав Николаевич ачасем умĕнче вуласа пачĕ. Çак çыру çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ.

10-мĕш класра вĕренекен Марина Николаева хăй çырнă сăввине класс ертÿçине Ираида Николаевна Максимовăна халалларĕ.

Кашни учитель ячĕпех юрă саламĕ пулчĕ. Хăш чухне вĕрентекенсене итлемен самантсем те пулнă пуль, кÿрентернĕ те – çапах вĕсем пуриншĕн те чи çывăх çынсем, чи ыррисем, чи кăмăллисем, пархатарлă ĕçе туса пыраканнисем.

Н.ПАВЛОВА, Чулкăмака библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика