АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсен йышне чакарас марччĕ

12 октября 2011 г.

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру çинчен район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп зоотехникне С.Васильева каласа кăтартма ыйтрăм. Паян вăл пирĕн редакци хăни. Акă мĕн пĕлтерчĕ Сергей Павлович:

– Пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 573,6 т аш-какай сутнă, çакă пĕлтĕрхи тапхăртипе пăхсан 114 процентпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар, кашни хуçалăхра тенĕ пекех аш-какай туса илесси чакнă, çакна мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе сăлтавламалла, сыснасем вара районта пачах юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх йышне чакармасăр ытти çулхинчен ытларах аш-какай туса илекенсем те çук мар районта. Сăмахран, "Нектар", "Канаш" тата "Восход" пĕрлĕхсем ку енĕпе уйрăмах палăрнă. Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăхсен ашĕ – 42,0 процентпа, сыснасен –11 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 37 процентпа танлашнă.

Пĕтĕмпе 3890 т сĕт суса илнĕ (102 процент). Пĕлтĕрхи çак тапхăра илсен районти хуçалăхсенчен чылайăшĕ сăвăм шайне ÿстернĕ, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: "Цивиль", "Нектар", "Канаш" "Родник", "Агат" пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ кооператив тата ыттисем. Районта икĕ хуçалăх çеç: "Родник" тата "Исток" халăхран сĕт пуçтарассипе ĕçлеççĕ.

Тăхăр уйăхра районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 2825 кг сĕт суса илнĕ (иртнĕ çултинчен 43 кг сахалтарах). Чи пысăк кăтарту "Канаш" пĕрлĕхĕн сĕт-çу комплексĕнче, унта кашни ĕне пуçне 4116 кг сĕт сунă, "Агат" – 3850 кг, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри ĕне ферминче –3817 кг, "Нектар" – 3190 кг, "Цивиль" пĕрлĕхсенче – 3565 кг. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнче лару-тăру йĕркеленсе пыни сисĕнет, сĕте вăтам хакпа туянаççĕ. Сăвакан ĕнесен йышне чакарса лартма васкамалла мар. Сĕт сутса кирек хăçан та хавшанă хуçалăх экономикине йĕркене кĕртме пулать.

Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 247,3 ц сĕт суса илнĕ, çакă пĕлтĕрхи шайрах. 32,3 ц (иртнĕ çул – 29,1 ц) аш-какай туса илнĕ. Киров ячĕллĕ тата "Канаш" хуçалăхсен аш-какай туса илессипе кăтарту районта чи пысăкки. Сĕт туса илессипе малти вырăна Киров ячĕллĕ ЯХПКра тата "Восход", "Канаш" пĕрлĕхсенче тăрăшакансем йышăнаççĕ.

– Выльăх-чĕрлĕх йышĕ çулсерен чакса пырать, çакна мĕнпе сăлтавламалла;

– Район администрацийĕ тата АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай çирĕп мерăсем йышăнаççĕ пулин те выльăхсен йышĕ районта чаксах пырать. Ĕç укçи, налук парăмĕсене татас тата техника валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас тĕллевпе ертÿçĕсенчен чылайăшĕ сăвакан ĕнесене сутаççĕ. Ĕнесен йышне чакарнине хуçалăх ертÿçисем çавăн пекех фермăсенче ĕç вăйĕ çитменнипе те сăлтавлаççĕ. Фермăсенче выльăх йышĕ пĕтсен, хуçалăх арканасси те инçех мар.

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3320 пуç шутланнă (пĕлтĕр тăхăр уйăхра – 3414 пуç). Выльăх-чĕрлĕх йышне районта чылайăшĕ чакарса пырать пулин те çав вăхăтрах пĕлтĕрхи шайра тытса пыракансем те пур: "Цивиль", "Нектар", "Канаш", Киров ячĕллĕ ЯХПК, "Восход", "Исток", "Родник", "Хучель" тата "Сормовский" пĕрлĕхсем.

Ĕнесен йышĕ ÿссе пыни палăрать. Иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне районта 1302 ĕне пулнă пулсан, кăçал 1402 пуçа çитнĕ. Анчах та çав вăхăтрах "Пинер" хуçалăх ĕнесен йышне палăрмаллах чакарнă. "Цивиль" тата "Канаш" хуçалăхсене ырăпа асăнса хăварас килет, унта ăратлă ĕнесен хисепĕ хушăнсах пырать.

Кăçал тăхăр уйăхра 1173 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак кăтарту 1148 пуçпа танлашнă. Тăхăр уйăхра 100 ĕне пуçне 64 пăру илнĕ, пĕлтĕр – 62 пуç. "Нектар", "Канаш", "Восход", "Исток", "Агат" хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 70 ытла пăру илме пултарнă.

Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 452 грампа танлашнă (пĕлтĕр 450 грамм). "Путь Ленина", "Нектар", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та иртет. Енчен те выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ 600 грамран та пысăкрах пулсан, çак отрасль тинех тупăш кÿме пуçлĕ. Кунта вăкăрсене еплерех пăхнинчен нумай килет, паллах, вĕсене тăрантаракан апат витаминсемпе пуян тата тĕрлĕрен пулмалла.

Сыснасем районта çулсерен чакса пыраççĕ, хальхи вăхăт тĕлне вĕсен йышĕ 679 пуç шутланать. Выльăх апачĕ пĕлтĕрхи пек хаклă мар, пĕлсе ĕçлесен сыснапа та тупăш илме пулать.

– Паянхи кун мĕн енĕпе ытларах тимлетĕр;

– Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри – выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрлесе çитересси. Витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Ку енĕпе "Канаш", "Цивиль" пĕрлĕхсенче тата Киров ячĕллĕ ЯХПКра уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ. "Цивиль" хуçалăхра сĕт-çу комплексĕн тăррине тĕпрен çĕнетнĕ, пăрулаттармалли уйрăма юсанă, шыв пăрăхĕсене йĕркене кĕртнĕ, сĕт сумалли çĕнĕ хатĕр вырнаçтарнă. Витесене дезинфекциленĕ, шуратнă. Выльăхсене хĕллехи тапхăра куçарсан вĕсен кашнин умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манса каймалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.

А.МЯСНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика