12 октября 2011 г.
"Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă", – теççĕ халăхра. Çак сăмахсене Алевтина Михайловна Васильева пирки те калама пулать. Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр тăван ялтах тĕпленнĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Халĕ ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Ултă теçеткене çитнĕ пулин те çирĕп хуçалăх тытса пырать, пахча çимĕç çитĕнтерет, ачисене те пулăшать.
1969 çулхи çу уйăхĕнче Чулкăмака ялĕнче клуб хута кайнă. Тепĕр виçĕ уйăхран клуб çумĕнче вулавăш уçăлнă. Хĕрлĕ хăйăва ялти колхоз председателĕ Николай Фомич Фомин каснă. Пĕрремĕш библиотекарь пулса Алевтина Михайловна ĕçлеме пуçланă. Библиотека малтанах питĕ йывăр лару-тăрура пулнă. Кĕнекесем çитмен, унта пĕтĕмпе те 300-ре яхăн кĕнеке çеç шутланнă. Вулавăшра сивĕ пулнă.
Кĕнекесем çитменнипе вĕсене тĕрлĕ çĕртен пуçтарма тивнĕ. Алă вĕççĕн йăтни те, поезд çинчен аннă хыççăн çунапа сĕтĕрни те пулнă. Библиотека фондне пуянлатма ялти çынсем те пулăшнă. Çулталăк хушшинче вулавăшра пине яхăн кĕнеке пуçтарăннă. Библиотекăна ял çыннисем те йышлăн çÿреме пуçланă.
Алевтина Михайловна тахçанах тивĕçлĕ канура, апла пулин те ăна ырăпа çеç асăнаççĕ. Вăл халĕ те ялти клубра, шкулти сцена çинче хăйĕн савăк сассипе юрăсем шăрантарать, вулавăшра чи нумай кĕнеке вулакан пулнипе палăрса тăрать.
Нумаях пулмасть Алевтина Михайловна 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна çак паллă кунпа ялти библиотека заведующийĕ Н.Павлова, клуб ертÿçи В.Архипова тата ветерансен канашĕн председателĕ О.Яковлева саламларĕç. Чи ăшă сăмахсем каларĕç, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунчĕç.
Н.ПАВЛОВА, библиотека заведующийĕ.