АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Импульс" спортсменсене пуçтарчĕ

12 октября 2011 г.

Шăпах пилĕк çул каялла Шăхасан ялĕнче республикăра ку чухнехи, нумай енлĕ, ишмелли бассейнлă физкультурăпа спорт комлексне тума пуçласси старта тухрĕ. "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕ" автономиллĕ учреждени пилĕк çулхи юбилейне савăнăçлăн паллă турĕ.

Паллах, пилĕк çул вăл нумай вăхăт мар. Çак вăхăт хушшинче ФСКан спорт площадкисенче тата бассейнĕнче тĕрлĕ çулти 300 пине яхăн çын пулнă. Район тата республика шайĕнче 300 ытла тĕрлĕ ăмăрту ирттернĕ. Вĕсене 12 пин спортсмен хутшăннă. Виçĕм çул "Импульс" 2008 çулта Чăваш Енти физкультурăпа спорт комлексĕсемпе мĕнле усă курнине йĕркеленине кăтартакан смотр-конкурсра лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Физкультурăпа спорт комплексĕн туслă коллективне чысланă çĕре Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, парашют спорчĕн тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ М.Костина, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, спорт тусĕсем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ ăмăртура лайăх кăтартусене çĕнсе илнисене, физкультурăпа спорта аталантарас çĕре активлă хутшăннисене наградăсем парса тав турĕç.

Хăнасем саламлă сăмахсем каланă хыççăн Т.Бойчук ертсе пыракан халăх ташшисен "Призвание" ансамблĕ, "Форсаж" ташă ушкăнĕ (ертÿçи О.Егорова), Шăхасан ял тăрăхĕн "Шуçăм" фольклор коллективĕ концерт лартса пачĕç. Физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Ф.Спиридонов уява килнисемпе экскурси ирттерчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика