АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чысларĕç, мухтарĕç

07 октября 2011 г.

Чăваш регионĕнчи "Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организаци пуçарнипе республикăра "Аслă ăру çыннисене чыс та мухтав!" уйăхлăх иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – общественноçа ватăсен проблемисене татса пама явăçтарасси, вĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма майсем туса парасси, социаллă активлăхне ÿстересси, обществăна кирлине çирĕплетмелли туйăма вăйлатасси.

Мероприятисене йĕркеленĕ чухне пĕччен ватăсене, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене тимлĕх уйăрассине малти вырăна хунă. Ял тăрăхĕсенче район администрацийĕн, пенси фончĕн представителĕсемпе, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕпе, В.Михайловăпа, ветерансен районти канашĕн председателĕпе М.Даниловăпа тĕл пулнă, вĕсемпе калаçусем, "çавра сĕтелсем" ирттернĕ. Ветерансемпе пенсионерсем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем илтнĕ, усăллă консультацисем илнĕ.

"Çавра сĕтелсене" Карăклă, Шелттем, Çеçпĕл, Атнаш, Энтрияль, Кăшнаруй, Янкăлч, Чакаç, Уçырма, Хучел, Сухайкасси, Ухман, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче "çавра сĕтелсене" лайăх йĕркеленĕ. Сиксе тухнă ыйтусене вырăнтах татса пама тăрăшнă. Çирĕмĕн соцпакет илме хут çырса панă. Районта шалкăм çапнипе аптраса ÿкнисем сахал мар, вĕсенчен нумайăшĕн инвалидлăх çук. Вĕсем реабилитацин техникăлла хатĕрĕсемпе усă курма пĕлмеççĕ, ачасем граждансен пĕчĕк пенси укçипе памперссем туянса параççĕ. "Çавра сĕтелсем" хыççăн 38 çын справкăпа пынă, хăйсен сывлăхĕсене лайăхлатма хут çырса панă.

Пĕччен ватăсен пурнăç условийĕсене тĕпченĕ, вĕсене хĕле хатĕрленме пулăшу панă. Тăхăр вунă çул, унтан ытларах тултарнисене килĕсене кайса хисеп тунă, уçă алăксен кунĕсенче культура ĕçченĕсем, шкул ачисем пысăках мар концертсем лартса панă.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче "Пенсионерсен пĕрлĕхĕ" чĕннипе ял тăрăхĕсенчи ветерансен канашĕсен председателĕсене, район администрацийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене Шупашкара драма театрне спектакль курма илсе кайнă. Канаш хулипе районĕсен делегацийĕсем "Элара" завод коллективĕпе тĕл пулнă. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ янăранă.

Пайкилтри, Çеçпĕлти тата Сиккассинчи ватăсен çуртĕнче "Аслă ăрури çынсене чыс та мухтав!" уйăхлăха пĕтĕмлетнĕ. Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ К.Никоноров, "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн представителĕ Н.Иванов, район халăхне социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова, "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов, культура ĕçченĕсем пынă. Ватăсем хăнасене ырă сунса кĕтсе илнĕ. Ватăсен çуртĕнче пурăнакансене уяв ячĕпе саламланă, кăмăлĕсене хитре юрă-кĕвĕпе çĕкленĕ, асăнмалăх парне панă.

Районти культура çурчĕсенче тĕрлĕ культура мероприятийĕ ирттернĕ: тĕл пулусем, "çавра сĕтелсем", ыр кăмăллăх урокĕсем, концертсем, шашка-шахмат вăййисем, калаçусем тата ытти те. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çуртĕнче халăх ăстисен куравне йĕркеленĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕнче ватăсем йÿнĕ тÿлевпе бассейнра ишсе савăннă, библиотекăсенче компьютерпа мĕнле ĕçлемеллипе паллашнă.

Учрежденисемпе организацисенче пĕрле ĕçленĕ çынсемпе тĕл пулнă. Районăн тĕп библиотекинче уйăха яхăн адвокат консультаци панă. Район ял хуçалăх пасарĕнче çĕр çинче ÿстернĕ çимĕçсен уявне ирттернĕ. Медицина ĕçченĕсем ватăсен сывлăхне вырăна тухса тĕрĕсленĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика