АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесене пулăшаççĕ

07 октября 2011 г.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев "Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе çамрăк çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" Указа алă пуснă. Халĕ кашни çамрăк çемьен, вĕсем экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче тата бюджет сферинче ĕçлеççĕ тĕк, хăйĕн çуртне тума тата хваттер туянма май пулать.

Çамрăк çемьесем Раççей Перекет банкĕн кредичĕпе (çулталăкне 5,5-7 процент тÿлемелле) усă курма пултараççĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев тата "Раççей Перекет банкĕ" АУО Президенчĕ Герман Греф Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнипе çапла тума май килнĕ.

Указпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем ипотека кредитне çурт-йĕр туянма е тума ярсан кредит килĕшĕвне тунă кунран пуçласа 10 çул таранччен тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен саплаштарма (çулталăкне – 4 процент) палăртса хăварнă.

Указа пурнăçласа çитес 3 çулта 6500 мăшăр пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пултарать.

А.ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика