07 октября 2011 г.
Районти шкулсенче ачасене пĕлÿ паракансемшĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕ ырă пулăмпа пуçланчĕ. Вĕсен ĕç укçи виçĕ тапхăрпа ÿсĕ. Пĕтĕмпе 30 процент пысăкланĕ. Çĕнĕ çул тĕлне республикăра вĕрентекенсен шалăвĕ 13900 тенке çитĕ. Ача сачĕсенчи воспитательсен те ĕç укçи унчченхинчен пысăкрах пулĕ.
Çĕнĕлĕхсем татах та пур. Çамрăк ăрăва сывă пурнăç йăли-йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе физкультура урокĕсене хушнă. Программăра – шывра ишесси, аэробика. Пуçламăш классенче вĕрентессине çĕнĕ стандарт çине куçарнă. Вăл ачасен вĕренес туртăмне ÿстерме пулăшĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш класс ачи минутра миçе сăмах вулама пултарни малти вырăнта мар, вăл текста мĕнле ăнланни, мĕн вуланине каласа пама пултарни пулĕ. Унсăр пуçне кĕçĕн классенче вĕренекенсем диктант, изложени çырма кăна мар, SMS яма та, электрон çырăвĕ çырма та вĕренĕç. Тăваттăмĕш класс тĕлне компьютерпа текст çапма вырăсла та, ют чĕлхепе те вĕренсе çитмелле. Вĕсемшĕн пурăпа ластик флешкăпа тата диктофонпа улшăнĕç. Медицина ăсчахĕсем каланă тăрăх, пуçламăш классенче вĕренекенсене компьютер умĕнче 40 минут çеç лартмалла. Енчен те ашшĕпе амăшĕсенчен хăшĕ те пулин куç чирĕпе аптрать пулсан, ачана тăхăр çула çитиччен техника çывăхне пачах та ямалла мар. Çĕнĕ стандарта хатĕрленĕ чухне çак сĕнĕве шута илнех ĕнтĕ.
Районти педагогсем хăйсен уявне палăртма Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн пысăк та çутă актовăй залне пухăнчĕç. Ăна район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова уçрĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăл-Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В. Александров, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ В.Иванов, район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, телевиденин Канашри студийĕн директорĕ В.Тимофеев, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова саламларĕç.
Кирек мĕнле уяв та ĕçре палăрнисене чысланипе илемлĕ. В.Александровпа В.Иванов депутатсем, райадминистрацин пуçлăхĕ В.Софронов Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Григорьевăна, Г.Ивановăна (Карăклă шкулĕ, географи), Л.Мироновăна (Шуркасси шкулĕ, географи тата музыка), М.Михайловăна (Уçырма, биологи тата хими), В.Николаева (Ухман, физкультура), Г.Тимофеевăна (Вăтакас Кипеч, математика) çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн тивĕç пулнă кăкăр çине çакмалли "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" палла, Чакаç вăтам шкулĕн физрукне Л.Атласкина Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотине пачĕç. Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине илнисем – Г.Дунаева (Карăклă вăтам шкулĕ, чăваш чĕлхипе литератури), А.Кудряшова (Карăклă, технологи тата ÿнер), И.Федорова (Энтрияль, чăваш чĕлхипе литератури), Е.Яковлева (Çĕнĕ Чалкасси, акăлчан чĕлхи). Е.Захаровăна (Уçырма шкулĕ, пуçламăш классене вĕрентекен), Л.Кузнецовăна (Аслă Мами, чăваш чĕлхипе литератури), А.Николаева (Шăхасан, технологи тата ÿнер), Н.Семеновăна (Катек, технологи), Э.Шеркине (Шăхасан, чăваш чĕлхипе литератури) районăн чи пысăк наградипе – Хисеп грамотипе чысларĕç.
Награда илнисен ячĕпе Карăклă вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Г.Иванова тухса калаçрĕ, хăйсен ĕçне тивĕçлипе хакланăшăн пурин ячĕпе те чун-чĕререн тав турĕ.
Сцена çине К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Г.Медведев тухрĕ. Вăл зала пухăннă халăха Вĕрентекен кунĕ ячĕпе ытарлă сăмахсемпе саламларĕ, вĕсем валли "чĕрĕ" парне илсе килни çинчен тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ.
– Çак парне вăл – "Туй икерчи" камит. Кĕтсе илĕр пирĕн артистсене, – терĕ Геннадий Павлович.
Икĕ сехет ытла залра ăшă кулă тăчĕ. Чăваш тĕнчипех паллă Нина Яковлева тата Любовь Федорова ăсталăхĕпе куракансене иксĕлми савăнăç кÿчĕç. Çамрăк артистсене те вăрах вăхăт алă çупса, чечек çыххисем парса тав турĕç.
В.АЧЧА.