05 октября 2011 г.
Сентябрĕн 30-мĕшĕнче автоинкеке пула "Канаш ен" хаçатăн тĕп редакторĕн Александр Ильич Владимировăн пурнăçĕ татăлчĕ. Çак уйăхăн 30-мĕш кунĕнче унăн 50 çул тултармаллаччĕ.
Александр Ильич журналистика ĕçне 1981 çулта пуçăннă. Вăл "Канаш" хаçат редакцийĕн ял хуçалăх пайĕн корреспондентĕнче, район радиовещанийĕн корреспондент-организаторĕнче, "Канаш ен" хаçатăн ответлă секретарĕнче, "Канашсем" хаçат редакторĕнче, "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсен тĕп редакторĕнче ĕçленĕ. Ăна Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Александр Ильич тăванĕсен тата çывăх çыннисен, ĕçтешĕсен тата тусĕсен асĕнче уçă кăмăллă, йĕркеллĕ çын, хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă журналист, суйласа илнĕ профессине хытă юратнипе яланлăхах асра юлĕ. Унăн вăхăтсăр вилĕмĕ – журналистикăшăн, ăна пĕлнĕ тата юратнă çынсемшĕн, пирĕн хаçата вуласа тăракансемшĕн нихăçан тавăрми пысăк çухату. Унăн çемйипе, тусĕсемпе тата ĕçтешĕсемпе пĕрле чун-чĕререн хурланни çинчен пĕлтеретпĕр.
И.Т.Иванов, В.В.Софронов, Г.П.Петров, Н.С.Андреев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, учрежденисен тата организацисен ертÿçисем.
А.И.Владимирова октябрĕн 2-мĕшĕнче Яманкасси ялĕнче пытарнă.