05 октября 2011 г.
Пĕчченех ÿстерчĕ хĕрне Кçени. Упăшки, Георги, кÿршĕ ялтан таврăннă чухне колхоз председателĕн машини айне лекрĕ. Лешĕ, ÿсĕрскер, уазикне питĕ хытă хăваланă, çул пăрăнчăкĕнче рулĕ выляса кайнипе çул хĕррипе пыракан Георги çине кĕрсе кайнă. Телефон юпи çеç чарма пултарнă "ĕрĕхсе" кайнă тăватă кустăрмаллă "ута". Атте пулма хатĕрленекен арçын самантрах çут тĕнчерен уйрăлнă. Председатель, тăватă ача ашшĕ, çур çула яхăн больницăра сипленнĕ. Арăмĕпе хĕрĕсем ăна палатăран инвалид кÿмипе илсе тухнă. Сучĕ пуласса кĕтсе илеймен вăл, эрех ĕçсе лартнă хыççăн картлашка çинчен кÿми качки персе аннă та урăх тăрайман.
Инкеке пула питĕ куляннипе Кçени хĕрне вăхăт çитмесĕрех çуратрĕ.
Ларисăна ура çине тăратма Кçенине никам та пулăшмарĕ. Ачине ĕмĕртме пăрахтарсан дояркăра ĕçлеме пуçларĕ. Хĕрне кÿршĕри чĕлхесĕр Кĕтерни патне яра-яра хăварчĕ. Фермăран ывăнса таврăнсан тĕпренчĕкне çитерсе çывăрма вырттарсанах вилнĕ пек çывăрса каякан пулчĕ. Хăйпе сайра хутра темиçе сăмах перкелесе илнипе Лариса калаçма час вĕренеймерĕ. Ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă Кçени колхозра чи лайăх дояркăсенчен пĕри пулса тăчĕ. Район хаçатĕнче те унăн ячĕ тăтăшах курăнма пуçларĕ. Мухтав хучĕ, парне парса хавхалантарчĕç ăна. Хĕрĕ виççĕ тултарсан Ларисăна садика вырнаçтарма пулăшрĕç. Кунта вара чĕмсĕр хĕр пĕрчинчен пакăлти Лариса пулса тăчĕ. Пĕр вĕçĕм калаçрĕ вăл чĕвĕлти сассипе. Епле хĕпĕртерĕ çакăншăн Кçени.
Шкулта та аван ĕлкĕрсе пычĕ Лариса. Аттестатпа пĕрле кĕмĕл медаль илчĕ. Унăн ашшĕ пулас текенсем те пулкаларĕç. Кçени пĕрне те алăк урати урлă каçармарĕ. Ферма заведующине Ваçли Иванăча кăна хушăран хушă хăйĕнпе киленме ирĕк пачĕ. Ваçлипе вĕсем пĕр класра вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче ларнă. Аслă классене çитсен арçын ача ăнсăртран тенĕ евĕр аллипе арçынна илĕртекен вырăнсене лектеркелеме тытăнчĕ. Хыçалти ретре ларакан Георги çакна пĕтĕмпех курса тăнă. Пĕррехинче каçхине кино хыççăн Георги Матюç аппан пахчинчи хурлăхан тĕммисем хушшине пытанса ларнă. Килне васкакан Ваçли еннелле чул катăкки вăркăнтарнă. Лешĕ пуçĕнчен лекнĕ, шăтнă вырăнтан юн тапса тухнă. Ахлатнă сасса илтсе Матюç аппа сиксе тухнă. Унпа пĕрле – Канашра медсестрана вĕренекен Света та. Тем самантра вăл Ваçли çамкине бинтпа чĕркесе хунă. Çакăн хыççăн вĕсем çывăхлансах кайрĕç.
Юратса пăрахнă Света Ваçли пуçĕнчи бинта кашни кун улăштарса тăчĕ. Каччă та чиперкке çинелле лăпкă сывламарĕ. Вун саккăр тултарсанах Ваçлипе Света мăшăрланчĕç. Георги сарăмсăр вилнĕ хыççăн çулталăкран Ваçли шкулта вĕреннĕ чухнехи йăлине аса илчĕ пулас. Кçенине улах вырăнта кĕтсе илсе аллисене ирĕке яма пуçларĕ. Арçын ачашне мана пуçланă çамрăк хĕрарăм хирĕçлемерĕ. Икĕ хутчен çие юлчĕ Кçени, иккĕшĕнче те çынран намăс тесе хырăм пăрахрĕ. Аптрине миххе пытараймăн. Ваçлипе Кçени çыхăнăвĕ çинчен сас-хура тухрĕ тухрех. Ĕç шала кĕрсе каясса сиссе-ши, Света упăшкипе икĕ ачине амăшĕн аппăшĕнчен юлнă Ригăри хваттерне илсе кайрĕ. Латви ют çĕршыв пулса тăнăранпа Кçени Ваçлине пĕрре те курман, вăл мĕнле пурăннине те пĕлмест.
Лариса университета тухтăра вĕренме кĕчĕ. Юлашки курсра Сывлăх сыхлавĕн министерствинче ĕçлекен çыннăн ывăлне качча тухрĕ. Диплом илнĕ хыççăн çак чиновник ывăлĕпе кинне хула больницине вырнаçтарчĕ. Лариса икĕ ача çуратрĕ. Денис ашшĕпе амăшĕн çулĕпе кайрĕ, медицина институтĕнче ĕçлет, нумаях пулмасть наука кандидачĕн диссертацийĕне хÿтĕлерĕ. Мăшăрĕпе ывăл çитĕнтереççĕ. Вика аспирантурăра вĕренет, качча кайма хатĕрленет. Савăнать Кçени хĕрĕпе мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе. Кĕçĕн мăнукне питĕ юратать вăл. Сăнĕпе вăл Георгиех. Темшĕн-çке ашшĕпе амăшĕ унпа курнăçтарасшăнах мар. Хăнана пырас-тăвас пулсан хăвăртрах каялла кайма тăрăшаççĕ.
Пĕлтĕр Кçени час-час чирле пуçларĕ. Йывăр ăна пĕччен пурăнма, урисем те итлесшĕнех мар, куçĕсем те тарса пыраççĕ, хăлхи те мăкланма тытăнчĕ пулас. Хĕрĕ тĕрлĕ йышши хаклă эмел парсах тăратчĕ-ха. Анчах та вĕсем ватлăхран, пĕчченлĕхрен пулăшмастчĕç. Кăçал вара Лариса ун патне питĕ сайра килме тытăнчĕ. Кĕрĕвне курманни темиçе çул та çитрĕ пуль. Профессор пулнă май командировкăсене хăш чухне темиçе уйăхлăха каять. Урăх çĕршывра та темиçе хутчен пулчĕ.
Тĕпренчĕкĕ хăйĕнчен сивĕнсе пыни куç кĕрет. Лариса сайра шăнкăравлать, шăнкăравласан та виç-тăват сăмахран ытлашши каламасть, ырă сунса кăмăллăн пуплемест, тĕрлĕ сăлтав тупса килсе каяссинчен пăрăнать, хăнана та чĕнмест. Паллах, çаксем веçех Кçени сывлăхĕ çине лайăх мар витĕм кÿреççĕ. Хуйха ÿкнĕ ватă çын пушшех йывăрланса кайрĕ. Чун ыратăвне кăштах та пулин лăплантарас тесе ял библиотекине кайса хĕрĕ патне шăнкăрав ячĕ. Лере тытакан пулмарĕ. Тепĕр кунне те çаплах пулчĕ. Аптраса ÿкнĕ Кçени Лариса патне çыру çырчĕ, унта вăл хĕл каçма пырас шухăшлă пулнине пĕлтерчĕ, хăш кун пырассине те систерчĕ.
Палăртнă кун çула тухрĕ. Шоссе хĕррине çитме ултă çухрăма яхăн. Аран-аран кăштăртатса çитрĕ сакăр вунна çывхаракан кинемей автобус чарăнакан вырăна. Халăх нумаййипе чутах кĕреймесĕр тăрса юлатчĕ. Юрать-ха шоферĕ паллаканскер пулчĕ, фермăра пĕрле ĕçленĕ Нинукăн кĕçĕн ывăлĕ. Вăл Кçенине кабина алăкĕнчен кĕртсе салона вырнаçтаркаларĕ. Малти ларкăч çинче ларакан хĕрачана ватă çынна вырăн пама хушрĕ. Лешĕ тăрасшăн маррине курсан пĕррех чышкине чăмăртаса хĕр пĕрчи çине шăтарасла пăхрĕ. Лешĕ чалт сиксе тăрса кинемее хăйĕн вырăнне ларма пулăшрĕ.
Шупашкара çитсен троллейбус çине ларчĕ. Палланă çурт çумĕнчи авточарăнура анса юлчĕ. Лифта кĕмерĕ Кçени. Çиччĕмĕш хута хăех хăпарчĕ. Кашни хутрах туйи çине таянса сывлăш çавăрса ячĕ. Тахçантанпах пĕлекен номерлĕ хваттер алăкĕ умне çитсе тăчĕ. Шăнкăрав тÿммине пусрĕ. Тăван сăнсем курăнасса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Анчах кăлăхах, хирĕç никам та тухмарĕ. Кăштах тăнă хыççăн каллех шăнкăртаттарчĕ. Унтан татах. Сас паракан пулмарĕ. Ăçта та пулин тухнă пулĕ тесе картлашка çине ларса кĕтме шутларĕ. Каç çывхарчĕ. Кçенин ăшĕ вăркама тытăнчĕ, чунĕ сассăр йĕчĕ, пĕркеленчĕк пичĕ тăрăх шултра куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Майĕпен ура çине тăрса, туйине ерипен куçарса картлашка тăрăх аялалла анчĕ. Подъездран тухса чарăну еннелле пуçне усса сĕнкĕлтетрĕ. Çамрăк ача пилĕкĕнчен тытса салона кĕме, ларма пулăшрĕ. Çав вăхăтра пысăк çуртăн çиччĕмĕш хутĕнчи урам енчи хваттерĕн чÿречи çуталса кайрĕ. Троллейбус пăрăнчăкра курăнми пулчĕ. Вăл Кçенин килне каймалли çулĕн çухрăмĕсене шутлама пуçларĕ. Вăл хĕрне тек курмасса чунĕпе туйрĕ.
Виталий АЧЧА.