АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ячĕпе, учителĕм!

05 октября 2011 г.

Шкул пурнăçĕ... Епле илемлĕ вăхăт, яш ĕмĕрĕн чи хаклă тапхăрĕ. Шкулта вĕреннĕ самантсене камсем илемлетсе, çутатса пыраççĕ-ха;

Ман шутпа çак тивĕçе вĕрентекенсем туллин пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем пире пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлеççĕ, ăс параççĕ, хăйсен ырă кăмăлне пирĕнпе пĕрле пайлаççĕ. Кашни çын хăйсен вĕрентекенне ырăпа аса илет, тав сăмахĕ калать, професси уявĕ кунне чун-чĕререн саламлать.

Эпĕ те çак пысăк уявпа хамăн чи юратнă учителе саламласшăн. Галина Филипповна Тимофеева Вăтакас Кипечри вăтам шкулта 35 çула яхăн ĕçлет, вăл – математик. Питĕ маттур, хастар педагог пирĕн шкула алла диплом илнĕ хыççăнах килнĕ. Çамрăк вĕрентекен пурин кăмăлне те кайнă, унăн урокĕсене ачасем халĕ те хаваспах çÿреççĕ.

Галина Филипповна пире математика предмечĕпе интереслентерме тăрăшать: тĕрлĕрен вăйă выляттарать, задача тупсăмĕсене шыраттарать, наука тĕпчевĕсен ĕçне явăçтарать, хушма теори материалĕсемпе тавра-курăма ÿстерме тăрăшать, ППЭне хатĕрлет.

Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем Раççейри тĕрлĕ аслă пĕлÿ паракан учрежденисенче ăс пухаççĕ. Диплом илнисенчен чылайăшĕ ертÿçĕ пулса ĕçлеççĕ. Вĕсем юратнă педагога нихăçан та манмаççĕ.

Галина Филипповнăна уяв ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Ольга ДАНИЛОВА, Вăтакас Кипеч шкулĕ, 11-мĕш класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика