АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле кĕтсе илме хатĕр пулмалла

05 октября 2011 г.

Район администрацийĕнче служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов ертсе пычĕ.

Финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă сувенцисемпе тата субсидисемпе мĕнле усă курни çинчен каласа пачĕ. Агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ С.Павлов харпăр хăй хушма хуçалăха аталантарма кредитсем мĕн чухлĕ илнине пĕлтерчĕ. Республикăра ку енĕпе Шăмăршă, Елчĕк тата Патăрьел районĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Пирĕн район пирки çак сăмахсене калама çук-ха. Хушма хуçалăха аталантарма кредит пама пуçланăранпа 5 çул иртрĕ. Çак вăхăт хушшинче Карăклă, Сухайкасси тата Хучел ял тăрăхĕсем аван ĕçленĕ. Кăшнаруй, Ачча тата Шаккăл ял тăрăхĕсен кăтартăвĕсем чи пĕчĕкки. Çак кирлĕ ĕçе хавшатас марччĕ. Администрацин централизациленĕ бухгалтерин ертÿçи В.Филиппова ял тăрăхĕсем налук пуçтарас енĕпе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева суйлава хатĕрленсе мĕнле мероприятисем ирттермелли çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Ку енĕпе япăх ĕçлекен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ура çине тăрса сăлтавне ăнлантарса пама тиврĕ.

Район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕ В.Михайлова "Ватăсене чыс та хисеп" уйăхлăх мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Ялсенче граждансен пухăвĕсем, "çавра сĕтелсем", калаçусем,тĕл пулусем, шашка-шахмат вăййисем ирттернĕ, концертсем лартса панă, шкул ачисем чирлĕ, пĕччен ватăсене хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă, вĕсен пурнăç условийĕсемпе интересленнĕ. Чылай шкулта тимуровецсен отрячĕсем йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕсем вырăна тухса пенсионерсемпе инвалидсен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Ватăсен кунне епле ирттернине, ватăсене мĕнле ыйтусем интереслентернине пĕлтерчĕç.

Атнаш, Вăтапуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем П.Тимофеевпа А.Трофимов, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса тăракан М.Порфирьева учрежденисене ăшă парасси, ялсене тирпей-илем кĕртесси, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçласси, налук пухасси, профилактика канашĕн ĕçĕ, суйлавçăсен списокне хатĕрлесси, Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла" Çырăва пурнăçа кĕртесси мĕнле пулса пыни çинчен каласа пачĕç.

Анлă лару ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Вăл уйрăмах учрежденисене ăшăпа тивĕçтересси çине пысăк пусăм турĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика