АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăши çĕнĕ тырра юратать

29 сентября 2011 г.

Çанталăк кĕр еннелле сулăнчĕ. Сывлăш температури çĕрле 6-8 градусран ытла мар. Шăшисем сивве лайăх туяççĕ. Уй-хирте пурăнаканнисем хĕле хатĕрленеççĕ: çĕр айĕнчи йăвана типĕ курăк пухаççĕ.

Шел те, ял хуçалăх предприятисен ертÿçисем уй-хир шăшийĕ тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пысăк сиен кÿнине шута илмеççĕ, вĕсене пĕтерессишĕн тăрăшмаççĕ. Çавăнпа уй-хирте питĕ йышлăн ĕрчесе кайнă. Шăшисем кÿрекен тăкак пысăк.

Çак чĕр чун ытларах тыр-пул çитĕнтерекен уй-хирте, вăрман тăрăхĕсенче, улăх-çаранра, сад-пахчара, паркра, масар çинче пурăнать. Тырă пулса çитсен уя пухăнаççĕ. Пухса кĕртсен çĕр улми, кăшман, кишĕр анисене, пахча-сада куçаççĕ. Кил шăшийĕпе танлаштарсан хăйне нÿрĕ вырăнта та лайăх туять. Çулла, çумăр пĕрмай çунă уйăхсенче, уйрăмах лайăх ĕрчет. Курăк çÿллĕ çитĕнсен вĕсемпе тăранакан кайăксем тытаймаççĕ. Кĕркунне, тырă пухса кĕртсен, пĕр пайĕ улăм ури айĕнче хÿтлĕх тупать. Сăмах май, кăçал кашни хуçалăх уй-хирте урасем хыврĕ. Вĕсене фермăсен çывăхне турттариччен, авăн уйăхĕнче, кашни ама тепре çăвăрлама ĕлкĕрет. Курăк вăрлăхне те, çырлана та, симĕс çулçа та тиркемеççĕ. Çулталăкра 4-5 хутчен, ака-авăн уйăхĕсенче, çăвăрлаççĕ, 5-7-шер çура тăваççĕ.

Çĕр айĕнче тарăнах мар шăтăк чаваççĕ. Унтан тухса кĕмелли икĕ-виçĕ çул. Йăви - çаврака хăвăл. Унта типĕ çулçă сараççĕ. Тырă пуссипе юнашар вăрман тăрăхĕнче пурăнакан çемье хăрăк йывăç е тунката айĕнче шăтăк чавать. Çулла вĕтлĕхпе çÿллĕ курăк хушшинче çурасене çитĕнтерме вăхăтлăх йăва çавăраççĕ. Çак уйăхра кĕрхи культурăсен калчине тапăнаççĕ. Çĕр улмине, кăшмана, кишĕре, помидора кăшласа юрăхсăра кăлараççĕ. Килти выльăха туберкулез, бруцеллез, ытти чир ертме пултараççĕ.

Кил шăшийĕ кĕркунне, хĕлле, çуркунне кил-çуртра пурăнать. Çулла - садра, уй-хирте, çывăхри чăтлăхра, юхан шывсен таврашĕнче. Хĕлле те, çулла та питĕ йăрă. Апат шыраса талăксерен 400-500 м чупать. Килĕштерекен апачĕ, тырă, кĕрпе, куккурус, ÿсен-тăран вăрри. Пахча çимĕçе те кăмăллать.

Сада, уй-хире куçсан 20-30 см таран чавса йăва тăвать. Унта кĕмелли 1-3 шăтăк. Юр айĕнче хĕл каçаканнисем шăтăка 50-60 см тарăнлатаççĕ. Йăва хăвăлĕн сарлакăшĕ - 10-15, хăшĕ-пĕрин 20-25 см. Ăна типĕ курăкпа çемçетеççĕ. Час-часах ытти вĕт чĕр чун пушă йăвине йышăнаççĕ.

Ăшă çуртра пурăнакан шăшисем çулталăк тăршшĕпех ĕрчеççĕ. Çăвăрланă хыççăн, 12-18 сехетрен, каллех пĕтĕленеççĕ. Ами çулталăкра 5-10 хутчен, хăшĕ-пĕри 14 хутчен çăвăрлать, кашнинче 3-12 çура тăвать. Çурисем 5-7 эрнере çитĕнсе çитсе пĕтĕленеççĕ. Аçи çитĕннĕ çурасен пĕр пайне çемьерен хăваласа ярать, теприне хăйĕн ушкăнĕнче хăварать. Шăшисем сĕтел çинчи апата кăмăллаççĕ. Сăмахран, çăкăр шыраса çитмен вырăн хăвармаççĕ. Тепĕр чухне выльăха кăна мар, çынна та чир ертеççĕ.

Уй-хирте кăçал ытти йышши шăши те пайтах ĕрчерĕ, ял хуçалăх культурисене нумай сиен кÿчĕ. Çак чĕр чунсене те хĕл каçма памалла мар. Вĕсемпе кĕрешме федерацин "Россельхозцентр" учрежденийĕн районти уйрăмĕсем пулăшаççĕ. Ку ыйтупа пирĕн специалистсемпе калаçмалла.

Е. СОКОЛОВА, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен пай ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика