АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Промтрактор-Вагон" хăвăртлăа ÿстерет

29 сентября 2011 г.

Канаша чукун çул çинче ĕçлекенсен хули тата Чăваш Республикин транспорт хапхи теççĕ. Ку чăннипех çапла. Икĕ пин ĕçчене пĕр йыша пĕрлештерекен акционерсен "Промтрактор-Вагон" хупă обществине вара хула экономикин "локомотивĕ" тесессĕн пĕртте йăнăш пулмĕ. Урăхла мĕнле-ха, юлашки икĕ çулта хулари предприятисем сутнă мĕн пур тавар продукцийĕн калăпăшĕнче вакун тăвакансен тÿпи 85 процентпа танлашать! "Промтрактор-Вагон" 75 çул тултарнине уявланă чухне Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, муниципалитет влаçĕн органĕсен ертÿçисем, республикăри бизнес тата банк пĕрлĕхĕн представителĕсем вакун тăвакансен ĕçне-хĕлне пысăка хурса хакларĕç.

Канашри вакун тăвакансем ырă сăмаха тивĕç. Уçă пĕлĕт айĕнче иртнĕ уявра Александр Тен директор юлашки уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал пирвайхи çур çулта 3 миллиард та 882 миллион тенкĕлĕх сутлăх тавар туса кăларнă. Çакă пĕлтĕрхи тапхăртипе танлаштарсан 4 хут нумайрах. Вакун тăвакансем "Тракторсен завочĕсем" Концерн ертÿçисем палăртнă план заданийĕсене ирттерсе пурнăçланă, 1899 тележка (110 проц.) тата 1100 каркас (121 проц.) сутма ăсатнă. 2010 çулхи пĕрремĕш çур çуллăх кăтартăвĕсемпе пăхсан кăçал виçĕ хут нумайрах вакунсем пухнă. Хамăр çĕршыври машинăсем тăвакан отрасель вăй илнĕçемĕн, куçакан составсен рынокĕ аталаннăçемĕн предприяти те хăйĕн хăватне ÿстерсе пырать.

Малашлăха - çĕнĕ техникăпа

Канашри "локомотив" мĕнле майпа малалла хăвăрттăн вирхĕнет-ха; Çак ыйту хуравне эпир "Тракторсен завочĕсем" Концерн президенчĕ Михаил Болотин Раççейри тата ют çĕршывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсене панă интервьюра тупрăмăр. Акă, "Нефть и газ" журнала панă интервьюра Михаил Григорьевич çапла палăртать: "Инноваци аталанăвĕн тата производство лаптăкĕсенчи технологи çĕнетĕвĕн Программипе килĕшÿллĕн, ăна 7 çулта пурнăçа кĕртме палăртнă, çĕнĕ техника туса кăларассине, сериллĕ таварсен çĕнетĕвне, кăткăс техникăна çуллĕ шайра пăхса-тĕрĕслесе тăма тата потребительсен ыйтăвĕсене çийĕнчех шута илме май паракан йышлă сервис çул-йĕрне йĕркелессине тĕп вырăна хуратпăр, производствăра ют çĕршывсенчи малта пыракан технологипе анлăн усă куратпăр".

"Промтрактор-Вагон" коллективĕ çакна сăнавпа промышленность ĕçĕнче пысăк технологиллĕ тата универсаллă сборкăпа сварка корпусне хута янипе çирĕплетет. Çутă та пысăк корпусра технологи операцийĕсене пĕтĕмпех автоматизациленĕ импорт оборудованийĕ пурнăçлать, ăна анлă квалификациллĕ специалистсем ĕçлеттереççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр оператор 1-30 мм хулăнăш металл листине касакан компьютеризациленĕ лазер установкин ĕçне контрольлет. Çак технологи вакун тăвакансене пĕр талăкрах 25 тонна тиеве тÿсекен тенел вырнаçтарнă вакунсене анлă серипе туса кăларассине алла илме май парать. Нумаях пулмасть предприяти çак списока малалла пуянлатнă.

18-9836 Motion control модельлĕ тележка (ăна Amsted Rail Group фирмăпа пĕрле хатĕрленĕ) çине вырнаçтарнă 12-1304 модельлĕ çурма вакунăн сăнавлă тĕслĕхне Щербинкăра иртнĕ чукун çул техникин Пĕтĕм тĕнчери ЭКСПО-1520 иккĕмĕш куравĕн салонĕнче тăратнă. Канашри вакунсем тăвакансен ăслай-хатĕрлевне "РЖД" АУО, Раççейри куçакан составсен уйрăм операторĕсен пĕрлĕхĕн тата çывăхри ют çĕршывсен специалисчĕсем пысăк хак панă. Кăçал çулла "Промтрактор-Вагон" вакунсен "Брансвик Вагон-Лизинг" 12-1304 модельне (кузов калăпăшĕ 88 куб. м, тиевлĕхĕ 75 тонна) тăратма пуçларĕ. Çак вакун пĕр юсавран тепĕр юсавччен 500 пин км чупать (хăш-пĕр комплект хатĕрĕсемпе - 1 млн км таран), çавăнпа туянакансем ăна питĕ килĕштереççĕ.

"РСП-М" ООО Канашри вакун тăвакансене 44 фитинглă 80 фут вăрăмăш 13-9781 модельлĕ платформăсем хатĕрлеме саккас панă, сăмах май, вĕсене 40 футлă икĕ, 40 футлă тăватă контейнер вырнаçать. (Вулакана пĕлме: фут - вăрăмăш виçи, фитинг - муфта, çыхăнтаракан деталь. - Авт.). Платформа рамин чăтăмлăх тĕрĕслевĕ пуринчен вăрах вăхăта пынă. Вакун туянакансем "Промтрактор-Вагон" хупă обществăн сăнавлă тĕслĕхĕ хурçă магистральсем çинче виçĕ çула пынă "экзамена" çав тери ăнăçлă тытнине тулли кăмăлпа палăртнă. 2010 çулта кĕркунне вакун тăвакансем 13-9781 моделе хатĕрлеме сертификат илнĕ, часах вăрăм платформăсем туянма пĕрремĕш саккас паракан та тупăннă.

Партнерсемпе тачă çыхăнура

Чарусăр алхасса кайнă финанс кризисĕ "Промтрактор-Вагонăн" универсаллă сваркăпа сборка корпусне хута ярассине çулталăка кая хăварнă. Предприяти директорĕ Александр Тен пĕлтернĕ тăрăх, 2008-2009 йывăр çулсенче Концернăн стратегиллĕ партнерĕн - "РЖД" АУОн саккасĕсене пула коллектива сыхласа хăварма май килнĕ.

Интереслĕ самант: хамăр çĕршывра экономика секторĕ çĕнĕрен вăй илнĕçемĕн Раççейри чукун çулсен, СНГ тата Балтика тăрăхĕнчи çĕршывсен представителĕсем Канашри предприятие тăтăшах "хăнана" килсе çÿреме пуçланă. Акционерсен "Раççейри чукун çулсем" уçă обществăн тиев турттаракан вакунсене юсакан тĕп дирекци пуçлăхĕ Николай Бочкарев СНГ тата Балтика тăрăхĕнчи çĕршывсенчи вакунсен хуçалăхĕн комиссине ертсе пырать, совет çĕршывĕ хыççăнхи анлăшра пĕртен-пĕр универсаллă сборкăпа сварка комплексĕпе паллашма Канаша ют çĕршывсенчен ĕçтешсене тăтăшах илсе килет. Хăнасем вара пысăк технологиллĕ оборудованипе тата энерги ресурсĕсене перекетлекен технологипе чăннипех тĕлĕнеççĕ. Çак çĕнĕлĕхсем сериллĕ майпа пысăк пахалăхлă тата нумайлăха усă курма юрăхлă вакунсем туса кăларма май параççĕ.

"Первая грузовая компания" АУО генеральнăй директорĕн техника аталанăвĕ енĕпе яваплă çумĕ Сергей Калетин çывăх вăхăтра Канашри вакунсем йÿнĕрех, пахалăхлăрах, чукун çулсем валли хăтлăрах пуласса шанать.

Раççейри, СНГ тата Балтика тăрăхĕнчи çĕршывсенчи куçакан составсен хуçисем ку чухнехи вакунсемпе платформăсене ытларах туянма тăрăшни сисĕнет. "Вторая грузовая компания" АУО гендиректорĕн экономикăпа финанс енĕпе ĕçлекен çумĕ Дмитрий Еремеев вакун тăвакансем саккассене хăвăрт пурнăçланине пысăка хурса хаклать. Предприятире изделисен хăй хаклăхне чакарассишĕн хытă тимленине лайăх пĕлет вăл. "РЖД" АУО Росжелдорснабĕн директорĕ Геннадий Горбунов та çавăн пек пĕтĕмлетÿсем тăвать.

"Промтрактор-Вагон" предприяти 75 çул хушши ÿсĕмлĕн аталанса, технологие, ĕç меслечĕсене çĕнетнипе тата лайăхлатнипе, коллектив тата кашни ĕçчен пухнă паха опыта упраса хăварнипе тата унпа ĕçре анлăн усă курнипе производство хăвачĕсене ÿстерсе пынă. Паян, çак мĕн пур ырă енсемпе ĕçре анлăн усă курса, тулашри экономикăри улшăнусене тата потребительсен ыйтăвне тарăннăн туйса-ăнланса, предприяти шанчăклăн малашлăха утăмлать. Çакă коллективри тăнăçлăхпа ки-лĕшÿлĕхĕн никĕсĕ пулса тăрать, заводра ĕçлекен çынсен тата вĕсен çемйисен ырлăх тивлетне çирĕплетме, Канаш хулине тата Чăваш Республикине аталану малалла ăнăçлăн кайма май парать.

Вырăсларан А.ВЛАДИМИРОВ куçарса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика