29 сентября 2011 г.
Çут çанталăкра тăватă тапхăра палăртаççĕ: çуркунне – çут çанталăк чĕрĕлсе вăй илнĕ вăхăт, çулла пĕтĕм тавралăх тĕрлĕ тĕслĕ чечек-курăк ăшне путать, кĕркунне хăйĕн куçа илĕртекен капăрлăхĕпе илĕртет, пÿлмесене тулăх тухăçпа тултарать, хĕлле кăпăш юр айне пулнă чĕрĕ тĕнче канать. Этем кун-çулĕ те çакăн пек тапхăрсенченех тăрать вĕт-ха: "çĕнĕ кайăк" çуралать, ÿссе çитĕнсе хÿхĕмленет, пурнăçне йĕркелет, ача-пăча çитĕнтерет, вăхăт шунă майăн ватлăх та çитет. Ватлăх, паллах, кашни çыннăн хăйне май. Ĕмĕре ĕçлесе ирттернĕ, ача-пăча çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă çыннăн вăл канлĕ те хуйхă-суйхăсăр иртмелле пек туйăнать, анчах шăпа кашнинех урăхла.
Календарьте тем тĕрлĕ уяв та пур. Çавсен йышĕнче аслă ăру çыннисене чысламалли кун пурри уйрăмах паха.
"Аслă ăру çыннисене чыс та мухтав" акципе килĕшÿллĕн ытлари кун Шăхасанти культура çуртĕнче çак ял тăрăхĕнче пурăнакан ветерансем валли хатĕрленĕ кану каçĕ иртрĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Шăхасан ял тăрăхĕн ертÿçи Александр Егоров, РФ Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Галина Козлова, райадминистрацин централизациленĕ бухгалтери ертÿçи Вера Степанова Ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, иксĕлми вăй-хал, пархатарлă кун-çул, телей сунчĕç. "Килĕр-çуртăрта яланах ăшă, чунăрта хăтлă пултăр, ачăрсен, мăнукăрсен уссине, вĕсен хÿттине малашне те туйса тăрăр", – терĕç уявра тухса калаçакансем.
Владислав Васильевич тĕл пулăва килнĕ ветерансен пурнăçĕпе интересленчĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ара, паянхи çак ватăсем те район, Шăхасан ялĕн аталанăвне хăйсен тÿпине хывнă-çке, çавăнпа вĕсене Канаш енĕн пурнăçĕ кăсăклантарать.
Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕн юрăçисем хаваслă та савăк юрăсем шăрантарса ватăсен кăмăлне хавхалану кĕртрĕç.
Аслă ăру çыннисемпе йĕркелекен кану каçĕсем, тĕл пулусем, "çавра сĕтелсем" çак кунсенче кашни ял тăрăхĕнчех иртеççĕ.
И.АНДРЕЕВА.