АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăшра кĕрхи курав уçăлчĕ

29 сентября 2011 г.

Иртрĕç çуллахи ăшă кунсем,

Кантăкран шаккать сар кĕркунне.

Ыталаççĕ тухăç çимĕçсем,

Чăваш енĕн савăк çĕр питне.

Кĕрхи кун - кĕркунне, кĕркунне

Парнелен, тулăх кĕр парнелен.

Кĕрхи кун - кĕркунне, кĕркунне

Тулăх пул яланах çулсерен.

Ăнса пулчĕç пур уй-хирсенче,

Тулă, кишĕр, кавăн, купăста...

Çепĕç туйăм халь чĕресенче,

Тăрăшатпăр, çавăнпа ăста.

Симĕс тĕслĕ пурçăн мул пулса,

Кĕр сăнне уçать ачаш калча.

Вăл кулать пире алă сулса,

Пухăр тейĕн тухăç тыр-пула.

Çулçă сарнă капăр сукмакпа

Шкул ачи хавас утать шкула.

Тăван ен шÿсен те çумăрпа

Вĕренÿ йыхрать малтан-мала.

Республикăри ветерансен канашĕ пуçарнипе Чăваш Енре "Ватă çынсене - чыс та мухтав" уйăхлăх пырать. Çавна май çак кунсенче ялсенчи, районсенчи, республикăри мĕн пур вулавăшсенче, культура керменĕсенче, шкулсенче ĕçре уйрăмах палăрнă ватăсене мухтакан каçсемпе уявсем иртеççĕ.

Вăтапуçĕнчи тĕслĕх библиотекăра, уйăхлăхпа килĕшÿллĕн, "Çын ĕçпе илемлĕ" ярăмран "Александра Осипова – ялти тухăçлă пахча çимĕç ăсти", "Елена Тумашкина - чечексен ăсти", "Нина Шемякина - выльăх-чĕрлĕх ăсти" пайсенчен тăракан кĕрхи курав уçăлчĕ.

Куравра çавăн пекех ЭКСМО – Пресспа Лик кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă "Золотые советы Тимирязевской академии" ярăмран хатĕрленĕ тĕрлĕ усăллă та илемлĕ кĕнекесемпе тĕплĕнрех паллашма пулать.

Александра Осипова (Гурьева) Вăтапуç ялĕнче 1969 çултанпа пурăнать. Вăл Имель ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Василий Гурьевич Гурьев, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне вăл виçĕ уйăхри сăпкара макăрса выртакан ача кăна пулнă.

– Иккĕмĕш тĕнче вăрçи те вĕçленчĕ, эпĕ те тăватă çула çитрĕм, ÿссе çитĕнтĕм, ватăлтăм - атте çаплах киле таврăнмарĕ. Пирĕн килте атте 1943 çулта хыпарсăр çухални çинчен çырнă пĕр çыру пурччĕ. Анне, Марфа Гурьевна, хăйне йывăр чухне çав çырăва тытса макăрнине ас тăватăп, - каласа парать Александра Васильевна.

1957 çулта вăл Ямашри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă.

Курава ăста пахчаçă кăçалхи çул килĕнче уйрăмах ăнса пулнă икĕ тĕрлĕ çĕр улми, кишĕр, кăшман, купăста илсе килнĕ.

– Кăçал пур пахча çимĕç те ăнса пулчĕ, тавах Турра, пĕлтĕрхи пек типĕ çул пулмарĕ, – калаçăва малалла тăсать Александра Васильевна. - Эпир 1959 çулта тантăшăмпа Настьăпа Тюмень облаçĕнчи "Тимирязевский" совхоза ĕçлеме вырнаçрăмăр. Унта Чăваш Енри Вăтапуçĕнчен куçса килнĕ Антонина Порфирьевнăсен çемйи пурăнатчĕ. Кайран çав ялтанах Рая, Зина, Илья куçса пычĕç. Ильяпа туслашса çемье çавăртăмăр, тăватă ача çитĕнтертĕмĕр. 1969 çулта Вăтапуç ялне таврăнтăмăр, 1973 çулта çанталăк питĕ типĕ тăнипе пахча çимĕç пулмарĕ. Пирĕн тăватă ача: вĕсене пăхмалла, çитермелле, çавăнпа каялла Тюмень облаçне куçса кайрăмăр. 1981 çулта каллех тăван çĕршыва килтĕмĕр. Çавăнтанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен "Гвардеец" хуçалăхăн пĕрремĕш комплекслă бригадинче уй-хир ĕçĕнче тăрăшрăм...

Елена Тумашкина (Никитина) Вăрăмпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл 1967 çултан пуçласа 1999 çулччен "Гвардеец" хуçалăхăн сĕт-çу ферминче дояркăра ырми-канми тăрăшнă.

Елена Максимовнăна ĕçре палăрнăшăн "Победитель социалистического соревнования 1974 года", "Победитель социалистического соревнования 1976 года", "Ударник десятой пятилетки", "Ударник одиннадцатой пятилетки" паллăсемпе, "За преобразование Нечерноземья РСФСР", "Ветеран труда" тата ытти медальсемпе чысланă. Вăл çулсерен тĕрлĕрен илемлĕ чечексем лартса ÿстерме кăмăллать.

Нина Шемякина Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче Сиккассинчи вăтам шкултан, Шупашкарти сутуçăсен шкулĕнчен, Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Каярах Вăтапуçĕнчи райпо лавккинче, Вăтапуçĕнчи ял канашĕн секретарĕнче, унтан пуçлăхĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн "Гвардеец" хуçалăхăн уй-хир бригадин бригадирĕнче, сĕт-çу фермин пуçлăхĕнче тухăçлă вăй хунă.

Нина Дмитриевнăна ĕçре палăрнăшăн "Ударник девятой пятилетки" паллăпа, "Ветеран труда" медальпе чысланă. Унăн "Лучший бригадир" (1985), "Мастер высоких урожаев картофеля" (1986), "Почетный житель села Вутабоси" (2007), "Лучший общественник" (2008) хăюсем те пур. Вăл 25 çул хушши хĕрарăмсен канашне пĕлсе йĕркелесе пынă. Халĕ, вунă çул ытла, Вăтапуç ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ĕçĕсене кăмăлтан йĕркелесе пырать.

Нина Дмитриевна Вăтапуçĕнчи тĕслĕх библиотекăн канашĕн членĕ, çавăнпах вăл Вăтапуç тăрăхĕнче вулавăш йĕркелесе ирттерекен пысăк уявсемпе тĕрлĕрен чаплă таматика каçĕсене хастар хутшăнать. Пур пуçарăва та ырлать. Вăл халĕ те çулсерен икшер ĕне тытать, икшер сысна самăртать, хĕрĕхе яхăн хур-кăвакал ĕрчетет. Халĕччен сурăх-путек, лаша та пулнă, вĕсене халĕ ывăлĕн çемйи пăхать.

Курава хутшăннисем пурте хаçат-журнал, илемлĕ чăваш кĕнекисене вуласа киленме юратаççĕ.

Ю.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика