28 сентября 2011 г.
Çуллахи каникул вĕçленнĕ хыççăн ачасем каллех партăсем хушшине ларчĕç. Пирĕн районта ачасене тарăн пĕлÿ парас тĕллевпе 33 шкул ĕçлет, вĕсенчен 19-шĕ – вăтам, 8-шĕ – пĕтĕмĕшле, 6-шĕ пуçламăш пĕлÿпе тивĕçтереççĕ. Шкул ачисем йĕркене ан пăсчăр, эрех-сăрапа ан ашкăнччăр тесе çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор тата полицин вырăнти участковăйĕ шăпăрлансемпе тăтăшах тĕл пулса тĕллевлĕ калаçусем ирттереççĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем хăйсене уйрăмах ирĕккĕн туяççĕ, çавна май вĕсем преступлени çулĕ çине тăрас хăрушлăх пысăк. Профилактика тĕлĕшпе тĕллевлĕ мероприятисене çу кунĕсенче виçĕ тапхăра пайласа ирттертĕмĕр. Пĕрремĕш тапхăр çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 3-мĕшĕччен "Подросток – Беспризорник" ятпа пычĕ, иккĕмĕш тапхăр утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен "Подросток – Лето" ятпа иртрĕ. Виççĕмĕш тапхăр "Подросток – Семья" çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен пычĕ.
Çак мероприятисем вăхăтĕнче пирĕн патра учетра тăракан çамрăксем патне (вĕсем 46 шăпăрлан) çитсе килнĕ, йĕркесĕр çемьесене (19) тĕрĕсленĕ.
А.ИВАНОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор.