АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа кăна мар, справка та кирлĕ

28 сентября 2011 г.

Кĕркунне енне ялсем тăрăх выльăх туянакансем çÿренине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ çынсем. Чăннипе, вĕсене пăрушка е вăкăр чирлĕ е сывă пулни те кăсăклантармасть тейĕн – нихăçан та нимĕнле справка ыйтнине те курман. Туянаканăн пĕр тĕллев – йÿнеçтересси. Чир тĕлĕшпе шутласа пуç ватма-и унта; Тĕрĕссипе вара, кунашкал суту-илĕве хутшăнакан икĕ енĕ те ветеринари правилисене пăсать. Хуçи – ветеринари тухтăрĕнчен тивĕçлĕ справка ыйтманшăн, туянакан – çак справка пуррипе кăсăкланманшăн. Вĕсене иккĕшне те административлă явап тыттарма пултарнине нумайăшĕ чухламасть те.

Сăмах май, ветеринари правилисемпе килĕшÿллĕн выльăха пĕр районти ялтан туянсан та асăннă документ кирлех. Паллах, енчен те ялсене расна тухтăр пăхса тăрать пулсан. Районтан района куçарас тăк – çак хута сăмахсăрах илмелле.

Выльăхран хатĕрленĕ апат-çимĕç тĕлĕшпе те ятарлă документ кирлĕ. Утă-улăм е комбикорм туяннă чухне те çакнашкал хутпа тивĕçтермелле.

Ветеринарин çак правилисем тĕрлĕ чире сарăлма парас маррипе çыхăннă. Çĕршыв ял хуçалăхне пысăк тăкак кÿме пултаракан мурсем ытти районта вăй илнине кура Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене вăйлатнă теме те юрать, планпа пăхнă мероприятисен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Вăл е ку амак вăй илнĕ тăрăхсенчен килекен тавара уйрăмах тимлĕ тĕрĕслеççĕ.

Чикĕре ветеринари контролĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Константин Викторов каланă тăрăх, кăçал кăна 1432 транспорта пăхнă. Тавар тĕлĕшпе ветеринари справки пулман 138 тĕслĕхе тупса палăртнă. 136 çынна 74 пин тенкĕлĕх штрафлама тивнĕ, çав шутра должноçри 32 çынна, 100 гражданина.

Чукун çул транспорчĕн 20 станцийĕнче тĕрĕслевсем пулаççĕ. Специалистсен 204 тонна тыр-пул тата апат-çимĕç тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралнă.

Самолетпа вĕçме кăмăллакансен 12 кг хатĕр продукцине, йышăннă йĕркене тивĕçтерменнине кура, тĕп тума тивнĕ.

Специалистсен тимлĕхне пула юлашки çулсенче шар кăтартма пултаракан чирсене республикăна кĕртмен тесен те юрать. Пирĕн тăрăхшăн "лайăх урок" темиçе çул каялла пулчĕ. Ун чухне, астăватăр пулĕ, икĕ районта бруцеллез сехĕрлентернĕччĕ. Чир "вучахĕсене" – выльăха тĕп туса – çийĕнчех сиенсĕрлетнĕ. Çавна май хуçалăхсем пысăк тăкак тÿсни паллă. Халăх йăнăша кура вĕренме хушать. Çак хурлăхлă тĕслĕхрен пĕтĕмлетÿ тусан аванччĕ... Сывлăх нимрен хаклине те ан манăр. Иккĕленÿллĕ тавартан пăрăнса утмалла.

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика