28 сентября 2011 г.
Ялти вĕрентекен - хисеплĕ çын!
Сăну каймасть ман
асăмран нихçан.
Уçса пĕлÿпе пурнăç
алăкне
Вырнаçнă эсĕ ман чĕре тĕпне.
Нумай ачашăн пултăн
чи пахи,
Ырра вĕрентрĕн кунсерен ырми.
Халь хам та эп ялти
вĕрентекен,
Cиртен ялан ыр тĕслĕх илекен!
Юратнă вĕрентекен… Мĕн тери маттур, пултаруллă, аслă чунлă çын эсир. Кашни ачан ятне, унăн шухăш-кăмăлне, хуйхи-савăнăçне курса-туйса тăратăр. Кашнин валлиех вĕренÿ мелне те тупма пултаратăр, ăшă сăмахпа чунне пырса тиветĕр. Миçе ăру вĕрентсе кăлартăр ĕнтĕ, анчах тĕл пулмассеренех эсир нимĕн те улшăнман теес килет. Вĕренÿри çĕ-нĕлĕхсене алла илсе ачасене пурнăç таппипе килĕшÿллĕн тарăн пĕлÿ парассишĕн çунатăр, тĕрĕслĕхе юратса тÿрĕ кăмăллă пулма сунатăр…
Çакăн пек ырă сăмахсем татах та нумай калас килет манăн хамăн юратнă вĕрентекен – Альбина Николаевна Зиновьева çинчен. Вăл 1955 çулта авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Сухайкасси ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, З.Цветкова, биологи вĕрентекенĕ пулнă май вăл мĕн пĕчĕкрен шкула юратса ÿснĕ, амăшĕпе пĕрле тетрадь тĕрĕсленĕ пекки тукаланă, тантăшĕсемпе шкулла та вылянă, çавăнпах-тăр вĕрентекен профессине суйласа илнĕ.
Аслă пĕлÿ илсенех А.Зиновьева тăван яла ĕçлеме килнĕ. Математика предметне ертсе пыракан çамрăк вĕрентекене ачасем тÿрех кăмăллăн йышăннă. Вăл пур ачана та аталантарма май шыранă, уроксене тĕплĕн хатĕрленнĕ, вĕренекенсене тĕрлĕ конкурспа олимпиадăна хутшăнтарнă. Математикăна чылайăшĕ чи юратнă предмет тенĕ, çакна унăн нумай вĕренекенĕ шкула ылтăн тата кĕмĕл медальпе пĕтерни те çирĕплетет.
Математика предметне типĕ предмет теççĕ, анчах эпĕ Альбина Николаевна урокĕсенче çакна нихçан та туйман. Тĕрлĕ задача тупсăмне шыранă май пĕр-пĕринпе тупăшаттăмăр, вăйăсем выляттăмăр, тавçăрулăха аталантармалли кăсăк ĕçсем тăваттăмăр. Математикăна пурте "пиллĕклĕх" пĕлме пултараймаççĕ, анчах А.Зиновьева ачасен пĕлÿ шайне кура уйрăм хушма ĕçсем час-часах паратчĕ.
Маттур вĕрентекен 28 çул хушши хăй çуралса ÿснĕ Сухайкасси ялĕнчи вăтам шкулта вăй хурать. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн район тата республика хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пулнă вăл. 2008 çулта районта ирттернĕ "Чи пултаруллă класс ертÿçи" конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Пултаруллă класс ертÿçин класĕнчи ачасем те пултаруллă, вĕсем районти тата республикăри тĕрлĕ конкурсран, ăмăртуран яланах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.
Эпĕ те А.Зиновьеван вĕренекенĕ пулнă. Ача куçĕпе эпир вĕрентекенсене шкул сакки çинче тĕрлĕ енлĕ хаклаттăмăр, вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшаттăмăр. "Чăн-чăн вĕрентекенĕн артист пулмалла", - пуçа килчĕç тахçан илтнĕ сăмахсем. Спектакль пуçлансассăнах сцена çинчи артиста куç илмесĕр пăхатпăр. Вăл мĕн тунине сăнатпăр, хаклатпăр. Ачасем те хăйсен вĕрентекенне куçран вĕçертмеççĕ, пĕлÿ çуртĕнче те, унăн тулашĕнче те…
Хăйне валли ырă ят тăвассишĕн çунман, ачасен чĕрисене чĕртме талпăнакан, суйласа илнĕ профессие чăннипех юратакан вĕрентекене тĕл пулсан тинтерех вĕренсе тухнисем кăна мар, чылай аслăрах, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнисем те хаваспах сывлăх сунĕç, манăçми ырă самантсене пĕрле аса илĕç.
Эпĕ хам та вĕрентекен дипломне алла илнĕренпех, 17-мĕш çул, Сухайкасси шкулĕнче ĕçлетĕп. Юратнă вĕрентекенпе эпир ĕçтешсем пулни маншăн пысăк чыс вырăнĕнче. Альбина Николаевнăн сĕнÿ-канашĕ ялан вырăнлă, юлташла калаçса тĕрлĕ ыйтăва татса пама та пулăшать вăл.
Кăçал А.Зиновьева 55 çул тултарчĕ. Эпĕ ăна ăста педагог, пурнăçра маншăн ырă тĕслĕх пулнишĕн тав тăватăп!
Манăн юратнă вĕрентекене хисеплесе çулсерен унăн вĕренекенĕсем илемлĕ чечек çыххисем парнелеччĕр, чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калаччăр!
В.ИВАНОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.