28 сентября 2011 г.
Çĕнĕ Шелттемре ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ уçăлнăранпа Раççей тата Чăваш Енĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, СССР спорт мастерĕн В.Красновăн парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утакансен ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Иртнĕ канмалли кун та çак ăмăрту спортсменсене йышлăн пуçтарнă.
Спортпа туслисен уявне уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ăмăртусен хуçи В.Краснов, Олимпиада çĕнтерÿçи О.Иванова, Тĕнче тата Европа чемпионки А.Иванова, Пĕтĕм тĕнчери универсиада çĕнтерÿçи, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Деверинская, ытти сумлă хăнасем хутшăннă. Владислав Васильевич хăйсен ăсталăхне çамрăк ăрăва панăшăн тренерсене, спорт ветеранĕсене тав тунă, пысăк çитĕнÿсем тума суннă.
"Спорт çынна вăйлă, илемлĕ, хăюллă, çирĕп кăмăллă тăвать. Вăл – çирĕп сывлăх çăл куçĕ, палăртнă тĕллев патне ăнтăлма, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Çамрăксен спортпа туслă пулмаллах. Çапла тума пирĕн Чăваш Енре пĕтĕмпех пур, условисем çителĕклĕ..." – палăртнă хăнасем.
Хамăр инф.