28 сентября 2011 г.
Паллă ĕнтĕ, кăçалхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртеççĕ. Суйлав кампанийĕ кунсерен вăй илсе пырать.
Иртнĕ эрнере Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Канаш хула администрацийĕнче хулапа район территори суйлав комиссийĕсен тата политика партийĕсен представителĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта районпа хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софроновпа Родион Мясников та хутшăнчĕç.
Канашлу "çавра сĕтел" хушшинче иртрĕ, кăмăллă калаçура кирек кам та хăйĕн шухăшне уççăн пĕлтерме, тĕрлĕ ыйту пама пултарчĕ. А.Цветков суйлавсене çÿллĕ шайра ирттерме кирлине палăртрĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе суйлав комиссийĕсен тĕп тивĕçĕ - суйлав процесне саккуна çирĕппĕн пăхăнса йĕркелесси, кандидатсемпе политика партийĕсене пурне те пĕрешкел ирĕклĕхпе тивĕçтересси.
"Суйлавсене йĕркелесе ирттернĕ тапхăрта Тĕп суйлав комиссийĕ Раççей гражданĕсен суйлав ирĕклĕхне мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăрĕ, право тата методика пулăшăвĕсем парĕ, республика территорийĕнче суйлавçăсене регистрацилессине çĕнетсе лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрĕ", - палăртрĕ А.Цветков.
Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Петр Куприн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе суйлав комиссийĕсен йĕркелĕхе сыхлакан тата суд органĕсемпе килĕштерсе ĕçлеме кирлине палăртрĕ. "Суйлавсем вăхăтĕнче сыхăлăхпа хăрушсăрлăх тивĕçлĕ шайра пулмалла, - терĕ вăл. - Полици сотрудникĕсем суйлав саккунлăхне çирĕппĕн пăхăнассишĕн хытă тимлĕç, йĕркене пăснă тĕслĕхсене çийĕнчех палăртĕç".
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов администраци суйлав комиссийĕсене суйлавсене йĕркеллĕ ирттермешкĕн тĕрлĕ енлĕ пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. "Эпир политика партийĕсемпе оппозицире тăмастпăр, пуринпе те пĕр пек çыхăнса ĕçлетпĕр", - терĕ вăл.
Канаш хулинчи тата районĕнчи территори суйлав комиссийĕсен председателĕсем Ольга Булгаковăпа Лия Арсентьева вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата политика партийĕсемпе мĕнлерех çыхăнура пулни çинчен каласа пачĕç.
Канашлу ĕçне пĕ-тĕмлетсе тата унта хутшăннисене тав туса, А. Цветков пĕрлехи вăйпа суйлавсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеллĕ ирттерессе, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тĕрĕс пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
И.АНДРЕЕВА.