АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышăнусенче – çĕршыв аталанăвĕн стратегийĕ

28 сентября 2011 г.

Федерацин М-7 трасси çинче пулнă аварире 9 çын вилнĕ май Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунти кунсерен йĕркелекен канашлăва Михаил Игнатьев Президент вилнисен çывăх çыннисемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтернинчен пуçланă. Канашлăва хутшăннисем пĕр минут шăп тăнă.

Кун йĕркипе ки-лĕшÿллĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина патшалăх учрежденийĕсене реформăлани çинчен каласа панă. Президент ку енĕпе çирĕп йĕрке пулмаллине палăртнă, мĕншĕн тесен çакă бюджетсен хутшăнăвĕсен тухăçлăхне тÿрремĕнех пырса тивет.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлавсене хатĕрленсе пурнăçлакан ĕçпе паллаштарнă. Раштавăн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн тата вырăнсенчи хăй тытăмлăхăн чылай органĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртмелле. Çавна май сасăлав обществăпа политика тытăмĕшĕн çирĕп тĕрĕслев пуласси иккĕлентермест. Акă мĕншĕн ĕçе çÿллĕ шайра йĕркелемелле. Президент республикăн влаç органĕсен суйлав комиссийĕсене пур енлĕн пулăшмалли çинчен каланă, Министрсен Кабинетне çитес ларусенчен пĕринче çак ыйтăва тĕплĕн тишкерме хушнă.

Ларура "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин иртнĕ кану кунĕсенче пулнă XII съезчĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев унта хăй те хутшăннă. Вăл палăртнă тăрăх – съезд йышăнăвĕсем партие кăна пырса тивмеççĕ, унта Раççейĕн малалли аталанăвĕн стратегине çирĕплетнĕ, вăл экономикăпа политикăна тăнăçлăх кÿме, граждансен пурнăç шайне çĕклеме тивĕç.

Вице-премьер – ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов Чăваш Ен делегацийĕ съездăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе – экономикăна çĕнетес, коррупципе кĕрешес, ЖКХна реформăлас, çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе – йĕркеленĕ тематика секцийĕсене хутшăнни çинчен каласа пан. Патшалăх Думин депутачĕ, Çĕршывсен хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Константин Косачев та съездра палăртнă стратеги планĕсем парти мероприятийĕн "картинчен" тухни çинчен каланă. Вăл "Пĕрлĕхлĕ Раççей" программинче Чăваш Ен парламентарийĕсен сĕнĕвĕсене шута илнине çирĕплетнĕ. Сăмахран, çакă оборона саккасне çуллен мар, виçĕ çуллăха планлассине пырса тивет. Çавăн пекех вăл Раççей ертÿçисен пĕрлĕхĕ уçăмлă палăрнине те съезд ĕçĕн тĕп пĕлтерĕшĕсенчен пĕри тесе хакланă.

Чăваш Ен Президенчĕ те хăйĕн съездри ĕçĕн кăтартăвĕсем – Раççей министрĕсемпе, ытти влаç органĕн ертÿçисемпе тĕл пулни – çинчен тĕплĕн каланă, Владимир Путин премьер-министр сăмахĕнче палăртнă темăсем тăрăх республика министерствисене пайăр хушусем панă.

К.СЕМЕНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика