23 сентября 2011 г.
Канаш хулинче те, районĕнче те И.Суранова пĕлмен çын çук-тăр: вăл 30 çул Канашри чăх-чĕп фабрикин коллективне ăнăçлă ертсе пынă. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Илья Кузьмича "Хисеп Палли" орденпа, Чăваш Республикин, ЧР Аслă Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" сумлă ятне панă. Нумаях пулмасть пирĕн ентеш тепĕр пысăк хисепе тивĕçрĕ: 2010 çул кăтартăвĕсем тăрăх ăна "Раççейри чи лайăх çынсем" Пысăк энциклопедие кĕртнĕ, унта И.Суранов çинчен уйрăммăн çырса кăтартнă. Ăна вуласа Илья Кузьмичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ÿлĕм пĕтĕм Раççей пĕлĕ.
Кăçал, çулталăк пуçламăшĕнче, И.Суранов чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕнче ĕçлеме пăрахрĕ те тивĕçлĕ канăва тухрĕ.Çирĕм çул каялла вара, çĕршыври çĕнĕлле йĕркеленекен экономика реформисен тапхăрĕнче, кĕвĕçÿпе вĕчĕрхĕнсе ăна "хĕрлĕ" директор тесе епрешекенсем те пулнă. Курăсăн: 1981 çулта ертÿçĕ пуканне йышăннă та хапсăнчăк менеджер-демократсене яхăнне те ямасть. Ку кăна мар-ха, коллектива чакарас вырăнне пая кĕрсе рабочисем валли виçĕ пÿлĕмлĕ 12 хваттер хута яма хатĕрленет. Ун чухне ытти предприятисенче çынсем ĕç укçи алла илсе курман, чăх-чĕп фабрикинче ĕçлекенсем вара уйăхра пĕрре касса умне черете тăнă.
Илья Кузьмич алхасуллă-пăтрашуллă 90-мĕш çулсене аса илет те тĕлĕнет: малалла талпăнса утма пÿлсе тăракан чăрмавсене çĕнтерме ăçтан вăй-хал тупнă-ши; Çав самантрах ăна савăнăç туйăмĕ çупăрлать: йывăрлăхсем умĕнче чĕркуçленмен вĕт, производство кăтартăвĕсене чакарман, çынсене ĕçшĕн тивĕçлипе хавхалантарма пултарнă, çавăнпа коллектив умĕнче чунĕ таса унăн. Чăнах та, экономикăри пăтăрмахсем кĕрхи урмăш çил пек лăскасан та ураран ÿкмен И.Суранов, ÿсĕмсен çулĕпе коллектива шанчăклăн малалла ертсе кайнă. Предприяти çуллен-çул производство калăпăшне ÿстерсе пынă, çапла вара финанспа экономика кăтартăвĕсем çирĕпленнĕ. Шел, ун пек пуян опыт пухнă, ĕçшĕн чунĕпе çунакан пултаруллă ертÿçĕсем хуçалăхсенче халĕ юлманпа пĕрех.
Кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе пирĕн республика совет саманинчех палăрнă. Шăпах çав тапхăрта Чăваш Енре чăх-чĕп фабрикисем çĕкленсе ларнă: пĕрисем çăмарта илессипе аталаннă, теприсем бройлер ашĕ çитĕнтерессипе специализациленнĕ. Анчах 90-мĕш çулсенче отрасль йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, ăçта ертÿçĕсем хавшак, унта предприятисем алăран алла куçнă. Çак лару-тăрура çынсемшĕн тăрăшас тĕллеве пĕр ырă ĕмĕтпе кăна, пурнăçа кĕртме май килмен паллах, кунта пуçаруллă хуçа çаврăнăçулăхĕ, професси ăсталăхĕ кирлĕ пулнă. И.Суранов витесенче шĕвĕ топливăпа усă куракан генераторсене отрасельте чи малтан çут çанталăк газĕ çине куçарнă. Вырăнти апата Голланди белокĕпе витаминĕсен хутăшĕпе пуянлатса тутăлантарассине те фабрикăра чи малтан ĕçе кĕртнĕ.
Канашри чăх-чĕп фабрикине çăмарта илес тĕллевпе йĕркеленĕ. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче, çăмарта илесси палăрмаллах чаксан, Илья Суранова хушма бизнес шырама тивнĕ. Фабрикăра хур тата кăвакал чĕпписем çитĕнтерме пуçланă, çакă хăйне пĕтĕмпех тÿрре кăларнă. Чĕпĕсем туянма çынсем хамăр тата кÿршĕ районсенчи ялсенчен кăна мар, пĕтĕм Атăл çи тăрăхĕнчен Канашри фабрикăна çул тытнă. Çуркунне çитсен предприятири чĕпĕсем кăларакан вите умĕнче халăх пасарти пек йышлăн хĕвĕшнине халĕ те лайăх астăватăп. Кĕске вăхăтра хур чĕпписене 320 пуçа çитернĕ, сезон вĕçлениччен вĕсене 19 миллион тенкĕлĕх сутнă. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерме шыв кайăкĕн йышне 12 пин таран ÿстерме, çĕнĕрен виçĕ вите тума тивнĕ.
Апла пулин те çăмарта илесси фабрикăра хăйĕн тĕп çул-йĕрне çухатман. Акă, 2007 çулта Канашри чăх-чĕп пăхакансем кашни чăхран 326 çăмарта илнĕччĕ - çакă республикăри кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен фабрикăсен экономика ăмăртăвĕнче чи пысăк кăтарту пулнăччĕ. Пĕтĕмпе вара 27 миллион çăмарта илнĕ, продукцие сутасси 20 процент ÿснĕ. Çав çулхине эпĕ фабрикăра райхаçат валли статья хатĕрленĕччĕ те коллектив ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнăччĕ. "80-мĕш çулсен вĕçĕнче эпир кашни чăхран 224 çăмарта илнĕ. Халĕ ку енĕпе чылай мала кайнă", - вулатăп кивелнĕ блокнотра экономистсемпе калаçнă чухне васкаса çырса хунă йĕркесене.
Дипломлă зоотехник Илья Суранов Канашри чăх-чĕп фабрикине 1976 çулта ĕçе вырнаçнă. Ĕç биогрфине аслă экономистран пуçланă, каярахпа тĕп экономист, зоотехникра та вăй хунă. 1981 çулта ăна предприяти коллективне ертсе пыма шаннă. Мал ĕмĕтлĕ директор ĕçе пуçаруллă йĕркелесе пынипе фабрика ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хăватлă комплекс пулса тăнă. Малтан икĕ чăх вити кăна пулнă, халĕ кунта çиччĕ. Пуринче те ку чухнехи оборудовани вырнаçтарнă, вĕсем çăмарта нумай илме кăна мар, кайăк-кĕшĕк йышне сыхласа хăварма та май параççĕ. Сăмах май, ку кăтарту фабрикăра çĕр процентпа танлашать.
Директор тăтăшах производствăшăн тăрăшни çынсене тимлĕх уйăрассине пĕрре те чăрмав кÿмест. Фабрика таврари пилĕк ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерет. Кашни ир икĕ автобус вĕсене предприятие тÿлевсĕр турттарса килет. Рабочисем вăхăтра ĕç укçи илеççĕ. Кунти шалу калăпăшне районти чылай хуçалăхра тĕлленмен те. Чăх-чĕп пăхакан хăш-пĕр ĕçченсем уйăхра 15 пин тенкĕне яхăн ĕçлесе илнĕ. Кунсăр пуçне, фабрикăра вăй хуракан кашни çын уйăхсерен çур хакпа 3 кило кайăк ашĕ тата 60 çăмарта туянма пултарнă.
И.Суранов ертсе пынипе Канашри чăх-чĕп фабрики совет саманинче отрасльте малта пыракан предприяти пулнă, ăна темиçе хутчен те КПСС тата Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, комсомолпа профсоюзăн тĕрлĕ дипломĕсемпе тата куçса çÿрекен ялавĕсемпе чысланă. Экономика реформисен кăткăс тапхăрĕнче те коллектив çĕнсе илнĕ чикĕсенчен чакман, çăмарта илессине ÿстерсе пынăшăн, производствăна ăнăçлă аталантарнăшăн Чăваш Енĕн Ял хуçулăх министерствин дипломĕсене, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн ылтăн тата кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче Канашри чăх-чĕп фабрики республикăри кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсем хушшинче ялан пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Камшăн мĕнле те, çакнашкал кăткăс хуçалăх ĕçне нумай çул хушши çапла ăнăçлă йĕркелесе пыма мехел çитернĕ ертÿçĕ умĕнче, ман шутпа, çĕре çити пуç таймалла. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра Илья Суранов, лара-тăра пĕлменскер, шыва кĕнĕ чухне асăрханусăрлăха пула çурăм шăммине амантнă. Виçĕ уйăх вырăн çинче хускалмасăр выртма тивнĕ ăна, каччă утакан пуласса никам та ĕненмен. Анчах вăл, сусăрлăха парăнтарса, ура çине çирĕппĕн тăнă кăна мар, ĕçри ÿсĕмсен картлашкипе çÿле çĕкленнĕ, чăх-чĕп фабрикине вăтăр çул çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсен çулĕпе тытса пынă. Çакă паттăрлăх мар-и ĕнтĕ; Пирĕн хушăра нумайăшĕ çапла тума пултарĕ-ши; Иккĕленетĕп. Халĕ пирĕн сывлăх кульчĕ - паттăрлăх пирки калаçма пăрахнă.
А.ВЛАДИМИРОВ.