23 сентября 2011 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов журналистсемпе брифинг ирттерчĕ.
– Республикăри ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене патшалăх кÿрекен тĕрлĕ енлĕ пулăшу кăçал 1,454 миллиард тенкĕпе танлашрĕ, – терĕ Сергей Владимирович. – Çакă – пĕлтĕрхинчен 24 процент нумайрах. Пирĕн хресченсем патне укçа ытларах çитнине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшĕве иртнĕ çулхинчен чылай маларах – кăрлач уйăхĕнче – çирĕплетнипе те ăнлантармалла.
Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕ 2010 çулти шăрăха пула йывăрлăха лекрĕ пулин те патшалăх çĕр ĕçченĕсене пăрахмарĕ. Выльăх апачĕ туянма федераци бюджетĕнчен кăçал Чăваш Ене пĕрремĕш хут 109 миллион тенкĕ куçарчĕç. Ăна ял хуçалăх организацийĕсене, килти хушма хуçалăхсене, фермерсене пачĕç.
Республика кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне выльăх шутне чакарман 29 регион йышне кĕнĕ. Кĕтĕве упраса хăварнăшăн эпир 156 миллион тенке тивĕçлĕ пултăмăр. Федераци хыснинчен ăна пайласа ĕне выльăх хисепне пĕлтĕрхи шайра тытнă ял хуçалăх предприятийĕсен, килти хушма хуçалăхсен, фермерсен счечесем çине куçарнă. Кашни пуçшăн вăтамран 2800 тенкĕ.
Апат-çимĕç туса хатĕрлекенсем хальлĕхе 2011 çулта республика бюджетĕнчен тĕрлĕ программăпа уйăрма пăхнă пĕтĕм укçан – 85, федераци хыснинчен куçарма палăртнă 89 процентне илнĕ. Çулталăк вĕçлениччен пĕтĕмпех вырăна çитмелле. РФ тата ЧР хыснинчен çĕр ĕçченне уйăракан субсиди тĕрлĕ енлĕ. Сăмахран, элита вăрлăх, минерал удобренийĕ, нумай çул ÿсекен курăксем туяннă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен бюджетĕнчен субсиди 2011 çул валли палăртнă чухлĕ уйăрнă ĕнтĕ.
Республика хресченсене ытларах пулăшас тĕллевпе РФ Ял хуçалăх министерствинчен кăçалхи субсиди калăпăшне пысăклатма ыйтнă. Унтан паха вăрлăх туянма 4,8 миллион тенкĕ парасси çинчен пĕлтернĕ.
– Республикăри ял хуçалăх организацийĕсем кăçал 4,1 миллиард тенкĕлĕх – пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 64 процент нумайрах – кредит илнĕ, – терĕ Сергей Павлов. – Уйрăмах хуçалăха тытса пырас ĕçĕн пĕчĕк формисем хăйсен хастарлăхĕпе палăрчĕç. Банксем вĕсене кивçен иртнĕ çулхинчен 2,3 хут ытларах панă. Çак категорири производство калăпăшне ÿстерессе, тупăш нумайрах илессе шанас килет.
Министр çитес çул федераци тата республика хыснисенчен çĕр ĕçченне уйăракан субсидисем сыхланса юлассине çирĕплетрĕ.
– Федерацирен республикăна килекен пулăшу та пĕчĕкленмелле мар, – ăнлантарчĕ Сергей Владимирович. – Агропромышленноçа аталантарма Раççей Ял хуçалăх министерствине килес çул федераци бюджетĕнчен 130 миллиард тенкĕ – кăçалхинчен нумайрах – уйăрма пăхаççĕ. Çавăнпа эпир те кĕмĕле ытларах тивĕçлĕ пулас шанăç пур. 2012 çултан çĕнĕ категорисем пулăшу илме пуçлаççĕ. Сăмахран, тин çеç фермер хуçалăхĕ йĕркеленисем, тĕрлĕ выльăх ĕрчетме тĕллев тытнă çемье фермисем. Патшалăх пай лаптăкĕсене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнă чухне тĕрлĕ харпăрлăхлă предприятисем тÿсекен тăкакăн пĕр пайне саплаштарма та субсиди уйăрĕ.
Пĕр тоннăран кая мар хăмла сутакансене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрма йышăннă. Кăçал вăл кашни гектартан вăтамран 13 центнер тухать. Тен, хăш-пĕр хуçалăх пурăна киле нумайрах та туса илĕ, ăна сутса субсидие тивĕçлĕ пулĕ. Кăçал çавăн чухлĕ вырнаçтаракан хуçалăхсем валли бюджетра 500 пин тенке яхăн пăхса хăварнă.
Министр авăн уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăра вырман уй 1000 гектар ытла юлни çинчен пĕлтерчĕ. Сăлтавĕ – хăш-пĕр ертÿçĕ çанталăк лайăх тăнă вăхăтра пуçаруллă пулманнинче, пуçтарса илнĕ хуçалăхсенчен комбайнсем ыйтса илменнинче.
Ю.МИХАЙЛОВ.