АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусем тавра калаçрĕç

23 сентября 2011 г.

Юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин министерствисемпе ведомствисен ертÿçисен пĕр ушкăнĕ, унăн йышĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăл-Вятка банкĕн председателĕн çумĕ – Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров, ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствин "Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институчĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕ Юрий Карпенко, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Людмила Рулькова, Чăваш Енĕн Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ Сергей Скворцов, пирĕн районта пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăл-Вятка банкĕн председателĕн çумĕ – Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров Хучел ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Вячеслав Николаевич Чăваш Республикин 2011 çулхи бюджечĕ тата 2012-2013 çулсем валли палăртнă плансем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртекен Раççей Патшалăх Думин депутачĕсен тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене ăнлантарса пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тĕл пулăва хутшăнакансене районти уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пĕлтернĕ тăрăх, районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче мĕн пурĕ 12750 гектар çинче тырă вырнă, 30786 тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Пĕр гектартан илнĕ вăтам тухăç 24,1 центнерпе танлашать. Паян хуçалăхсенче "иккĕмĕш çăкăра" тата пахча çимĕçе пухса тирпейлессипе хĕрÿ ĕççи пырать. Паянхи куна 179 гектар лаптăк çинчен 3062 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕç культурисене 36 гектар çинче çитĕнтернĕ. Шел те, ĕç алли çитменнипе çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра пухса кĕртме çук.

Ытти ĕçе пурнăçланипе пĕрлех хуçалăхсенче кĕр аки те ирттермелле. Хальлĕхе кĕрхи культурăсене 2731 гектар çинче (планăн 38 проценчĕ) акнă. "Канмаш", "Хучель", "Победит" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, "Путь Ленина" ЯХПК ака ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă.

Владислав Васильевич çавăн пекех пĕрлехи дежурнăй диспетчер службин (ПДДС) ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕ. Ку службăна район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – район территорийĕнче сиксе тухнă инкек çинчен хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен яваплă пур службăна та вăхăтра пĕлтересси. ПДДС 15-мĕш пушар чаçĕн диспетчер службин пÿлĕмĕнче вырнаçнă.

Информации кунĕн темисене тишкернĕ хыççăн ял çыннисем республика тата район ертÿçисемпе пĕрле канашласа хăйсене канăç паман ыйтусене татса пама пултарчĕç.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика