АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Партисем кандидатсене палăртаççĕ

23 сентября 2011 г.

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнчи суйлава хутшăнма ирĕк пур çичĕ партирен республикăри икĕ уйрăмĕ ("Пĕрлехи Раççейпе" коммунистсен партийĕ) хăйсен конференцийĕсенче Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене палăртрĕç ĕнтĕ. Хальтерех ыттисем те конференцисенче парти списокĕпе каякансен тата пĕр мандатлă округсенче суйлава хутшăнмалли кандидатсене çирĕплетрĕç. "Раççей патриочĕсем" партин регион уйрăмĕ питех кармашас темен, Чăваш Республикин пиллĕк-мĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕн кандидачĕсен йышне пĕрлĕхлĕ суйлав округĕпе (е урăхла – парти списокĕпе) 38 çын хушаматне асăннă, пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе 17 кандидатăн хушаматне суйлав бюллетенне кĕртме йышăннă.

"Раççей патриочĕсемпе" пĕрлех, пĕр кунах, РЛДП хăйĕн конференцийĕнче суйлавпа çыхăннă ыйтусене кун йĕркине кĕртнĕ. Унăн ĕçне партин вырăнсенчи 18 уйрăмĕ суйланă 29 делегатран 24-шĕ хутшăннă. Вăрттăн сасăласа республикăри списокăн пĕрремĕш пайне парти ертÿçине тата партин Чăваш Енри парламентĕнчи фракцийĕнчи икĕ депутата кĕртнĕ. РФ Патшалăх Думин депутатне партин списокĕпе суйланма çÿлерех асăннă "Жириновский кăйкăрĕсемсĕр" пуçне регион уйрăмĕн нимĕнпе те палăрман тепĕр членне С.Белобаева асăрхама пулать.

"Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" партин регионти уйрăмĕн конференцийĕн делегачĕсем икĕ сехете яхăн тавлашса та пĕр пĕтĕмлетÿ патне çитеймен. 31 делегат хушшинче пĕр шухăшлăх çуккипе тайм-аут илнĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланма сĕнекен кандидачĕсен хушамачĕсене уçăмлатассине конференцин виççĕмĕш тапхăрне куçарма сĕннĕ. "Вăл хăçан пуласси хальлĕхе паллă мар, ку ыйтăва регион уйрăмĕн бюровĕ татса парĕ. Ахăртнех, авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра иртекен съезд хыççăн", – терĕç конференци йĕркелÿçисем.

"Яблоко" парти те майĕпен "чĕрĕлет" пулас. Кăçалхи суйлавра Патшалăх Канашĕн депутачĕн кандидачĕн списокĕнче регион уйрăмĕн ертÿçине курасшăн пулчĕç делегатсем.

Ю.СТЕПАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика