23 сентября 2011 г.
Чр Финанс министерстви районсемпе хуласен бюджечĕсем мĕнле пурнăçланнине тишкерсе пĕтĕмлетнĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлештернĕ бюджетсене пĕтĕмпе 8836 млн тенке яхăн тупăш пухăннă, ку çулталăк планĕн 58,1 проц. танлашать.
Налук тупăшĕсен тата налук мар тупăшсен ÿсĕмĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 9,2 проц. пысăкрах. Ÿсĕм уйрăмах Йĕпреç, Пăрачкав, Етĕрне, Вăрмар, Красноармейски районĕсенче, Шупашкарпа Канаш хулисенче курăмлă. Çав вăхăтрах Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр, Куславкка районĕсенче, Улатăр хулинче асăннă тупăшсен виçи иртнĕ çулхи кăтартусенчен пĕчĕкрех.
К.АНИСИМОВ.