АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк ялăн пысăк тÿпи

21 сентября 2011 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа куçа-куçăн кĕрешнисем питĕ сахаллăн юлчĕç. Çапăçусенче паттăррăн тытăçнă тăвансенчен нумайăшне юлашки çула ăсатса ятăмăр. Анчах вĕсен ячĕсем яланах халăх асĕнче. Хаяр вăрçă ял-хулари кашни киле, кашни çемьене йывăр хур кÿнĕ. Ешкилт ялĕнче пурăнакансем те 1941-1945 çулсенче нуша тÿснĕ.

Вăрçă пуçланнă кун паян та куç умĕнчех. Ялта телефон та, радио та пулман. Хаçатсем те кая юлса çитнĕ. Çавăнпа çĕршывăн хĕвел анăç чиккинче вăрçă пуçланнине пирĕн ялта каç кÿлĕм кăна пĕлнĕччĕ. Халăх уйра ĕçлетчĕ. Эпир, Ялампи пичче ертсе пыракан 1-мĕш бригадăри икĕ звено ачисем, ялтан тăватă çухрăмри уйра çум çумлаттăмăр. Урпа пуссине пиçенпе хурхухран тасатрăмăр. Йĕп-йĕпе тарласа ĕшеннĕскерсем хĕвел Чуракасси вăрманĕ еннелле сулăнасса кĕтетпĕр. Çав вăхăтра уя Ялампи пичче васкаса чупса çитрĕ, пурне те халех яла таврăнма, халăх пухăвне пуçтарăнма йыхравларĕ.

Колхоз председателĕ Иван Викторович Викторов Шăхасантан, район центрĕнчен, пурне те хурлантаракан хыпар илтсе таврăннă. Клуб умне пухăннă халăха Гитлер çарĕ пирĕн çĕршыв чиккинчен сĕмсĕррĕн каçса кĕни, пысăк хуласем çине бомба пăрахни, вăрçă пуçланни çинчен каларĕ.

– Паянтан эпир пурсăмăр та вăрçă çыннисем, – терĕ председатель. – Кам алла пăшал тытса атакăна çĕкленет, кам колхоз уй-хирĕнче çĕрне-кунне пĕлмесĕр вй хурать. Пурте Çĕнтерÿшĕн, ирсĕр тăшмана тĕппипех çапса аркатма кар тăрса çĕкленетпĕр. Паллах, вăй питти арçынсен пурин те салтак тумĕ тăхăнма тивет. Эпĕ те паянах хам ирĕкпе çар ретне тăратăп.

Çапла каларĕ те сасартăк йĕрсе ячĕ председатель. Паян та çапла шухăшлатăп: çавăн чухне хăйне вăрçăра кăна мар, ун хыççăн та мĕнлерех инкек кĕтнине туйнă-ши Иван Викторович; Чăнах та, вăрçă пуçлансанах салтака ăсатрăмăр ăна. Каялла таврăнчĕ вăл. Анчах... Çĕнтерÿçĕ-салтак савăнăçне туйсах пулмарĕ унăн. Киле çитнĕ фронтовик правлени çурчĕ умĕнче хăй вăрçă пуçланиччен колхоз валли туяннă ăратлă ăйăра кÿлнĕ тăрантас тăнине курать. Тинрех кăна йĕркеленĕ Чурачăк районĕн пуçлăхĕ Ешкилтри "Большевик" колхоз ăйăрне хăйне çÿремешкĕн илсе кайнă иккен. Çакна пĕлет те тулхăрсах каять тăхлан çумăрĕ айĕнче пайтах асапланнă ватă салтак. Район пуçлăхне халăх умĕнче насăлантарать. Лешĕ те урсах каять. Çийĕнчех акт çыраççĕ, васкавлăн килсе çитнĕ милиционер Иван Викторовича тытса каять, ăна часах "совет влаçне хирĕç тăнă" тесе суд тăваççĕ, вунă çуллăха тĕрмене яраççĕ...

Шăпах çĕр çын фронта кайнă пирĕн ялтан. Вăрçă пуçланнă кунхине яла ятарласа автомашина килчĕ, Василий Николаев саппасри лейтенанта çар комиссариатне илсе кайрĕç. Хăш-пĕр килтен виççĕн-тăваттăн çул тытрĕç çара. Семен Наумовăн виçĕ ывăлĕ – Георгий, Иван тата Николай – фронтра паттăр салтаксем пулчĕç. Сакăр ача ашшĕ Григорий Семенов, унăн ывăлĕсем Михаилпа Василий вăрçа тухса кайрĕç. Яков Гавриловпа икĕ ывăлĕ Василипе Николай шинель тăхăнчĕç. Ман асаттен Леонтий Димитриевăн виçĕ ывăлĕ – Николай, Илья тата Петр – çапăçура юн тăкрĕç. Фронта кайнисенчен çурри ытла çуралнă киле таврăнаймарĕ, вĕсем аякри тăванла масарсенче выртса юлчĕç.

Тăшмана çапса таврăннисем тÿрех яла Çĕнтерÿпе таврăннисем тÿрех колхозри хĕрÿ ĕçе хутшăнчĕç. Никифор Гаврилов, Семен Кириллов, Василий Антонов колхоз председателĕнче ĕçлерĕç. Василий Викторов, Василий Иванов фронтовиксем уй-хир бригадисене ертсе пычĕç. Вăйлă тыр-пул çитĕнтерсе чапа тухнă Евлампий Харитонов çартан таврăнсан каллех 1-мĕш бригада пуçне тăчĕ, ăна хастар ĕçшĕн "Хисеп палли" орден пачĕç.

1918-1920 çулсенче çуралнă ентешĕмсем пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. 1940 çулхи кĕркунне ял клубĕнче хăйне евĕр савăнăçлă уяв пулнăччĕ. Ял-йыш çĕнĕ присягăпа килĕшÿллĕн çар хĕсметне кайма вăхăт çитнĕ вун тăватă çамрăка салтака пысăк чыс туса ăсатрĕ. Виçĕ тăван – Степан, Алексей тата Григорий – сцена çине тухса "Виçĕ танкист" юрра шăрантарнине халĕ те манаймастăп. Каярахпа вĕсем çар чаçĕнчен ярса панă çыру районти "Вăйлă тыр-пулшăн" хаçатра пичетленсе тухрĕ. Çамрăк салтаксем кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренни, çар техникине алла илни çинчен пĕлтереççĕ. Вĕсемпе пĕрле çар ретне тăнисем пурте Хĕвел анăç Украинăри тинтерех çеç йĕркеленĕ чикĕре тăнă, паллах, вăрçă пуçлансанах çапăçăва кĕнĕ. Филипп Васильев, Дмитрий Фомин, Александр Федоров, Михаил Гурьев, Николай Григорьев, Степан Павлов, Григорий Иванов паттăррăн çапăçса пуç хунă.

Вăрçă тапхăрĕн сĕмĕ Ешкилт ялĕнче аван палăратчĕ. Вăрçăччен ял варринче çĕнĕ клуб туса лартнăччĕ. Драма кружокĕ, хор пурччĕ унта. Клуб ĕçне вăйлатас тесе Шуркасси шкулĕн вĕрентекенĕсем нумай тăрăшнă. 1941 çул вĕçĕнче Ешкилт клубĕ фронт валли салтаксем вĕрентсе хатĕрлекен центр пулса тăнăччĕ. Шăхасан районĕнчи ялсенчен миçе çĕр çын вĕренмен пулĕ хăйне евĕрлĕ çар шкулĕнче. Вăрçă валли хатĕрлекен çĕнĕ техникăна тĕрĕслесе пăхатчĕç унта. Эпир вуннă-вун иккĕри шăпăрлансем, пурне те курма тăрăшаттăмăр. Акă салтакăн пĕчĕк кĕреçи. Çав вăхăтрах вăл миномет пулса тăратчĕ. Пĕчĕк кĕреçене пусса лартатчĕç те ун аврине пĕчĕк мина чикетчĕç. Часах вăл аяккалла сирпĕнсе каятчĕ, шартлатса çурăлатчĕ. Е тата танк макечĕсене бензин шĕвекĕпе чĕртсе вут хыптаратчĕç.

Кулăшла пĕр тĕслĕх. Пирĕн ял çынни, вăрçăччен Хĕрлĕ Çарта кĕçĕн командир пулнăскер, ялти вĕренÿ центрĕнче взвод пуçĕнче тăратчĕ. Кăштах мухтанчăклăхĕ пулнă ĕнтĕ. Каçхине, хĕллехи шартлама сивĕре, салтаксем уйри вĕрентÿрен таврăнаççĕ. Взвод командирĕн ашшĕ хапха умне тухса тăнă. Ывăлĕ ун тĕлне çитсен хыттăн çапла хушать: "Взвод, сапаланса выртăр!" Мĕн тăвăн, урамри тарăн юр кĕрчĕ ăшне чăмаççĕ салтаксем. Командир вĕсене каллех строя тăратать. Юрлама команда парать... Ытларах чухне "Идет война народная, священная война" сăмахсемлĕ юрра шăрантаратчĕç çар ĕçне Ешкилтре хăнăхакансем.

Йывăр инкеке лекнĕ çынсем те вăхăтлăх хÿтлĕх, çăлăнăç тупнă пирĕн ялта. Мускавпа Ленинград хулисенчен килнĕ вун пĕр çемье пурăнчĕ Ешкилтре. Пирĕншĕн çывăх тăвансем пекехчĕ вĕсем. Мускав çывăхĕнчи Клин хулинчен килнĕ Зубковсемпе Мартыновсем, Ленинградри Румянцев профессор ывăлĕсем пирĕнпе пĕрле шкула çÿренĕ, колхозра ĕçленĕ. Володя Зубоя баян калатчĕ. Самани питĕ тертлĕ пулсан та колхоз правленийĕ халăха савăнтарма тăрăшатчĕ.

Вăрçă пуçлансанах Шăхасанта çар госпиталĕ ĕçлеме тытăннă. Унта сипленекен салтаксене сывлăха çирĕплетме ялсене янă. Пирĕн колхозра те темиçе фронтовик пурччĕ. Вăрçăччен Житомир хулинчи пединститутра ĕçленĕ Владимир Григорьевич Бичек пирĕн патра пурăнчĕ. Туслашнăччĕ эпĕ унпа, питĕ ăслă еврей çыннипе. Ÿкерме ăстаччĕ... Паллах, май килнĕ таран колхоз ĕçне те явăçтарнă ялта сывлăхне çирĕплетекен фронтовиксене. Бичека колхозăн тырă кĕлечĕсем патĕнче хуралта ларма хушнăччĕ. Кăткăс ĕç мар ĕнтĕ. Шăналăксем çине хĕвелпе типмешкĕн сарса хунă тырра кăвакарчăнсемпе çерçисем тапăнасран асăрхаса тăмалла. Чиперех ĕçлетчĕ Владимир Григорьевич. Кашни уйăхра миçе ĕç кунĕ тăвасса, мĕн чухлĕ тырă илессе шутласа ларатчĕ. Анчах çăткăн кайăксене икĕ-виçĕ кун хăваласанах пăрахатчĕ çав ĕçе. Тепĕр чухне ăна ял çумĕнчи вăрмана илсе каяттăм. 1941 çулхи çав тери сивĕ хĕлле юманлăх талккăшĕпех хăрса ларчĕ. Юмансен хăрăк тураттисене хуçса антараттăмăр. Вăрăм çекĕлпе туртса. Часах икĕ çĕклем тăваттăм, Бичек валли – пĕчĕкреххине. Анчах ăна та пĕр çухрăмри яла йăтса çитерейместчĕ вăл. Пĕчченех сĕтĕреттĕм икĕ çĕклеме...

Ытти çĕрти пекех, пирĕн ялта та вăрçă тапхăрĕнче пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем, çамрăк ачасем çине тиеннĕ. Вун саккăрти Мария Харитонова, Анастасия Николаева, Матрена Александрова тата Лидия Иванова уй-хир бригадине ертсе пынă. Ялти çамрăксен транспорт бригади Канаш элеваторне тырă леçнĕ, çĕршыври ăмăртура мала тухнă...

Çавăн пек пулнă вăрçă тапхăрĕнчи пĕчĕк ял пурнăçĕ. Ешкилтсем çĕнтерĕве çывхартас ĕçе хăйне кура пысăк тÿпе хывнă.

А.НИКОЛАЕВ,

тыл ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика