АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен те, тавра пĕлÿçĕ те

21 сентября 2011 г.

Вулавăшра ĕçленĕ май тăтăшах ял тăрăх çÿреме тÿр килет: пĕрисем кĕнекисене библиотекăна вăхăтра пырса пама маннă (вĕсем илнĕ кĕнекесем теприсене те питĕ кирлĕ-çке), сулăм, çавăн пекех шывпа, çĕрпе усă курнăшăн укçа-тенке вăхăтра пуçтарса паманнисем те пур, виççĕмĕшĕсене килĕсен умĕнчи хыт-хура, вĕлтĕрен, е çÿп-çап куписене пуçтармалли çинчен асăрхаттармалла.

Эпĕ Вăтапуç ялĕнчи А.Г.Николаев космонавт урамĕнчи Василий Павлович Колпаковсен çурчĕ умĕпе иртсе пынă чухне, сисмесĕрех, пуçа вĕсем еннелле пăртăм. Çапла, аса илмелли чылай. Вырăнта тĕрлĕрен чаплă уявсем ирттерес умĕн мĕн чухлĕ чупса килмен-ши Василий Павлович вĕрентекен патне, унтан пулăшу ыйтма нихăçан та именсе тăман эпĕ. В.Колпаков яланах пулăшатчĕ: доклад вулатчĕ, пурне те кăсăклантаракан калаçусем ирттеретчĕ, юрăсем юрлатчĕ, сăвă çыратчĕ. Ÿкерме те питĕ ăста вăл.

Çак сăмахсене халĕ иртнĕ вăхăтра калама тивет, мĕншĕн тесен йывăр чире сирме унăн сулахай урине пĕç кăкĕ патне çитичченех татнă. Паянхи кун Василий Павловичпа мăшăрĕ Зоя Михайловна Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче Вероника хĕрĕ патĕнче пурăнаççĕ.

Ĕçлĕ кун-çулне вăл 1959 çулта, комсомол путевкипе Красноярск крайне кайсан, пуçланă. Унта "Красноярсктрансстрой" трестăн 228-мĕш строительствăпа монтаж уйрăмĕнче бетонщик пулса ĕçленĕ. Виçĕ çул хăвăрт иртсе кайнă. Каччă тăван ялне, Вăтапуçне, таврăннă, шкула лаборанта вырнаçнă. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе пĕр вăхăтрах Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче истори тата общество пĕлĕвĕн ăслăлăхĕн кăткăслăхĕсене алла илнĕ.

1969 çулта Василий Колпаков Вăрăмпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта директор пулса ĕçлеме тытăннă. Маларах вăл Çĕнĕ Шелттем шкулĕнче тимленĕ, унтан Вăтапуç шкулĕн директорĕ пулнă. Пĕр вăхăт Вăтапуç ял советне ертсе пынă. Çавăн пекех депутат ĕçĕсенчен нихăçан уйрăлман тесен те йăнăш пулмĕ.

1991 çулта каллех педагогсен ушкăнне таврăннă. 2001 çулччен тăван ялти вăтам шкулта ачасене истори, общество пĕлĕвĕ, экономика, право, географи урокĕсене юратма вĕрентнĕ.

Ăста педагог тарăн пĕлÿ парас тĕллевпе кашни ача патнех çул тупма пĕлнĕ, кашнинех ырă канашпа пулăшнă. Хăй ертсе пыракан класра Геннадий Михайлович Николаев музыкант педагогпа вĕсем "Пилеш" ансамбль йĕркеленĕччĕ. Ансамбль ялти пур уява та хутшăнатчĕ, Василий Павлович куракансене хăй те нумай илемлĕ юрă-сăвăпа савăнтарнă.

Нумаях пулмасть юратнă вĕрентекен Тăвай районĕнчи кĕрĕвĕпе Вăтапуç ялне килсе кайрĕ. Эпир çав кун Василий Павловичпа аса илÿ тĕнчинче темиçе сехет патне пултăмăр:

– Эпĕ уявсенче юрланă юрăсене халĕ камсем юрлаççĕ; Малтан, хам директорта ĕçленĕ çулсенче, классенчи отрядсем паттăрсен ячĕсемпе хисепленсе тăратчĕç, халĕ камсен ячĕсемпе хисепленеççĕ-ши вĕсем; – интересленет Василий Павлович.

– Халĕ вăтам шкулсенче аслă вожатăйсем пурри пур-ха, анчах ку ĕçсене йĕркелесе пурнăçланине илтмен. "Зарница", "Орленок", тĕрлĕ ăмăртăва шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ. Çамрăксен çарпа спорт вăййисем çинчен шкулта Владимир Никитич Андрианов çулсерен стендсем йĕркелет. Вячеслав Сергеевич Алексеев тренер педагог пирĕн шкул ачисене Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусем таранах илсе каять, - каласа кăтартатăп Василий Павловича. – Шкултан çак çулсенче Анастасия Андреева, Светлана Николаева тата Анастасия Николаева ылтăн медальсемпе вĕренсе тухрĕç. Халĕ Анастасия аслă пĕлÿллĕ специалист, çÿлерех асăннă икĕ пике И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренеççĕ.

Нумаях пулмасть "Аваллăхсăр - малашлăх çук" ярăмран Вăтапуçĕнчи вулавăшра Василий Павловичăн çĕнетнĕ репродукцисен "Вăтапуç ялĕн иртнĕ кунĕсем" куравĕ пулса иртрĕ. Унта вулавăша çÿрекенсем тахçан авал ялта пулнă тĕрлĕ кивĕ çуртсен ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. В.Колпаков - тавра пĕлÿçĕ те: Вăтапуç, Вăрăмпуç шкулĕсен историйĕсене, çав вăхăтрах Канаш хулипе районĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр интереслĕ саманчĕсене çырса кăтартнă.

Василий Павлович хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата пултарулăхĕпе ĕçтешĕсен, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ умĕнче хисепе тивĕçнĕ. Ăна Раççей тата Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствисен, районти вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисемпе пĕрре кăна мар чысланă.

Нумаях пулмасть Василий Павлович 70 çул тултарнине анлăн паллă турĕ, ăна ывăлĕсемпе хĕрĕсем юбилей каçĕ йĕркелесе пачĕç, чунран тухакан ăшă сăмахсем каласа саламларĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Эпир те, хисеплĕ, сумлă юлташа, вĕрентекене яланах тулли телей, ырлăх-сывлăх сунатпăр!

Ю. НИКИТИН,

обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика