21 сентября 2011 г.
Авăн уйăхĕнче, 15 кун хушшинче, районти çулсем çинче пилĕк автоинкек пулса иртнĕ, вĕсенче пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, улттăшĕ сусăрланнă.
Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 14 сехет те 20 минут тĕлнелле "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçулăн 29-мĕш километрĕнче "Атлант" скутера тытса пыракан ÿсĕр водитель хирĕç килекен ГАЗ-33021 автомашина çине пырса кĕнĕ. Автоинкекре вăл йывăр аманса пĕтнĕ (сулахай хулне тата сулахай урине сусăрлатнă), ăна çийĕнчех районти тĕп больницăна ăсатнă. Телее, скутер хуçи мотошлем тăхăннă пулнă, унсăрăн инкек урăхларах та вĕçленнĕ пулĕччĕ.
Тепĕр кунхине каçхине пилĕк сехет иртсен "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинче, Шăхасан сали çывăхĕнче, авари пулса иртнĕ. ВАЗ 2110 автомашинăна тытса пыракан водитель (вăл Канаш еннелле кайнă) çумăр вăхăтĕнче руль управленине çухатнă, унтан хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса кайса ГАЗ-3110 машинăна лектернĕ. "Десятка" салонĕнче пулнă водителе йывăр сурансемпе районти тĕп больницăна вырттарнă.
Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче, каçхине çичĕ сехет çурăра "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинчех, хальхинче Канаш хули çывăхĕнче, тепĕр автоинкеке шута илнĕ. ВАЗ-21099 автомашинăна тытса пыракан водитель хăвăртлăх режимне пăхăнман, çавна май умĕнче пыракан НИСАН çине пырса кĕнĕ. ВАЗ водителĕ тата салонри пассажир хула больницине лекнĕ.
Тепĕр кунхине Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнче, каçхине 11 сехет тĕлнелле, пулса иртнĕ автоинкек çамрăк çын пурнăçне татнă. Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче çамрăк каччă пĕлĕшĕнчен "семерка" туяннă, водитель удостоверенийĕ пулман унăн. Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăл Вăтапуçĕнчен юлташĕ патĕнчен таврăннă, Вăрăмпуçне кĕрсен руль управленине çухатнипе автомашина кювета чăмнă, унтан çаврăнса кайнă. Водитель хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнман пулнă, çавна май салонран тухса ÿксе машина айне пулнă. Йывăр сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă.
Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре Канаш-Туçа автоçул çинче тепĕр авари пулнă. Канашри хула масарĕ çывăхĕнче "ВОЛЬВО" водителĕ умĕнче пыракан скутер çине пырса кĕнĕ. Скутер хуçи, Чăрăшкассинче пурăнаканскер, çул хĕррипе хула еннелле кайнă пулнă. Халĕ вăл хула больницинче сипленет.
О.МИКУШИН, ШĔМĕн районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.