21 сентября 2011 г.
Вăхăт пĕр сисĕнми малалла шăвать. Тинтерех кăна çур акине тухнă техника шавĕ уй-хирте яра куна лăпланмастчĕ, халĕ, акă, çитĕнтернĕ тухăçа пухса кĕртме те вăхăт. Районти хуçалăхсем паянхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кĕлетри пÿлмесем тăрăх вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. Умра тепĕр тĕллев – "иккĕмĕш çăкăра" тата тĕрлĕрен пахча çимĕçе вăхăтра, çухатусăр пуçтарса кĕртесси тата кĕрхи культурăсене çителĕклĕ акса хăварасси.
Сăмах май, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене районти хуçалăхсем пуçăннă та ĕнтĕ, паянхи куна вĕсем кĕрхи культурăсене акса хăвармашкăн 5502 гектар çĕр хатĕрленĕ (планăн 68 проценчĕ), çав вăхăтрах кĕрхисемпе 2386 гектара пуянлатса хăварнă (33 процент).
Çĕр улмине кăçал районта пĕтĕмпе 649 гектар çинче пуçтарса кĕртмелле. "Иккĕмĕш çăкăра" "Маяк" – 100 гектар, "Аталану" – 50 гектар, "Путь Ленина" – 39 гектар, "Цивиль" 20 гектар çинче çитĕнтернĕ. "АСК "Канаш" пĕрлĕхĕн лаптăкĕ – чи пысăкки, вĕсем "иккĕмĕш çăкăра" 129 гектар çинче туса илнĕ, хальхи вăхăтра лаптăкăн пĕрре виççĕмĕш пайне пухса илнĕ те ĕнтĕ. Ытти хуçалăхсенче вара çĕр улми пуссисем ытлашши пысăках лаптăк йышăнмаççĕ.
"Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхре, сăмах май, çĕр улмине паянхи куна пилĕк ытла гектар çинче пуçтарса та илнĕ. Тухăç кашни гектартан 100 центнерпа танлашать. Хуçалăхри лару-тăрупа паллашма пынă вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсем Тăрăн ялĕ çумĕнчи улăхра çĕр улмине пухатчĕç (ÿкерчĕкре). Герман Иванов (ÿкерчĕкре) МТЗ-82 трактор хыççăн çаклатнă копалкăпа çĕр улми кассине уçса пырать. Уя тухнă халăх "иккĕмĕш çăкăра" самантрах пуçтарса михĕсене тултарать.
А.МЯСНИКОВ.